Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Аслă ăрурисен те чиртен сыхланмалла

Чир-чĕртен сыхланмалли чи шанчăклă мел – вакцинаци. Çакăн пирки тухтăрсем час-часах  асăрхаттараççĕ.  Кунсеренех сыхлăх эмелне ярас текенсен йышĕ ÿсет. Вĕсем валли республикăра тивĕçлĕ  майсем йĕркелеççĕ.Аслă ăрури çынсене сыватмăша çитме йывăртарах. Çавна май мобильлĕ ушкăнсем киле çитеççĕ, ял тăрăхĕсенче куçса çӳрекен вакцинаци пункчĕсем ĕçлеççĕ.