Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сыхланмалла

Республикăра кăшăллă вирусран ку талăкра 52 çын сывалнă, 6 çын пурнăçне çăлса хăварайман. Чирлекенсен хисепĕ 297-пе танлашать. Çак чиртен сыхланмалли чи шанчăклă мел – вакцинаци. Кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне 624 000 ытла çын пĕрремĕш компонентпа вакцинаци тунă. 592 000 çын икĕ компонетпа та сыхлăх эмелне яртарнă. Кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне больницăна 50 çын лекнĕ. Иртнĕ талăкра вара сыватмăшран 124-ăн пулăшу ыйтнă. Пандеми пуçланнăранпа икĕ çул çитрĕ. Çак тапхăрта регионта пурĕ 48 700 ытла çын чирленĕ. Вĕсенчен 86 проценчĕ сывалнă, медицина сăнавĕнчен 42 000 çынна кăларнă. Чир алхаснă вăхăтра сыхă пулни пĕлтерĕшлĕ. Чи кирли – сыхлăх хатĕрĕсемпе усă курмалла, вакцинаци тутармалла. Ун чухне çеç хăвăр тата ыттисен пурнăçне упраса хăварма май пур



;