Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Ачасен сывлăхĕ тимлĕхре

Чир-чĕр алхаснă вăхăтра аслисемпе танах кĕçĕн ӳсĕмрисен сывлăхне те сыхламаллине палăртаççĕ тухтăрсем. Çитес вăхăтра Чăваш Енре те ачасене те сыхлăх эмелне яма пуçлĕç. Региона вакцина кӳрсе килнĕ те ĕнтĕ. Пĕтĕмпе республикăна 960 доза «Спутник М» вакцина илсе çитернĕ. «Спутник-V» вакцинăн ачасем валли çăмăллатнă тĕслĕхĕ ку. Асăннă сыхлăх эмелĕпе 12 çултан пуçласа 17 çула çитнĕ ачасен сывлăхне çирĕплетĕç. Палăртса хăвармалла, сыхлăх эмелне яртарма ашшĕ-амăшĕ ирĕк паракан ятарлă килĕшӳ алă пусать, унсăр пуçне вакцина тутарма заявлени çырать – палăртрĕç сывлăх сыхлавĕн министерстви йĕркеленĕ «тӳрĕ лини» вăхăтĕнче. 15 çул тултарнă ачасем вара хăйсен ирĕкĕпе прививка тума пултараççĕ. Сыхлăх эмелне тутариччен шкул ачисен сывлăхне терапевт тĕрĕслĕ. Енчен те ачан аллерги, е шала кайнă чирсем пулсан сыхлăх эмелне яртарма хушмаççĕ. Ачасен сывлăхĕ черчен пулнă май, вакцинаци хыççăн сывлăха тимлĕх уйăрма сĕнеççĕ. «Сыхлăх эмелĕ хыççăн хул пуççине йĕпетме юрамасть, чылай вăхăт уçăлса çӳремелле», – палăртаççĕ тухтăрсем



;