Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Дистант мелĕпе тухтăрсем йышăнаççĕ

Студентсем, шкул ачисем килтен вĕренеççĕ. Тухтăрсем те вĕсенчен юлмаççĕ. Медицина тытăмĕнче тăрăшакансене кăшăллă чирпе кĕрешме пĕрре те çăмăл мар. Талăкра 832 çыннăнне Ковид-19 тупса палăртнă. Черетре çынсем пысăк йышпа ан пухăнччĕр тесе сыватмăшсенче call-центрсем уçăлаççĕ, амбулатори центрĕсем 7 кун ĕçлеме пуçлаççĕ. Шупашкарти тĕп сыватмăша çӳрекенсем чирлесе сывалнине кăтартакан хута малашне дистанци мелĕпе хуптарма пултараççĕ. Шупашкарти тĕп сыватмăшра нумаях пулмасть колл-центр ĕçлеме пуçланă. Тухтăрсен те, телефон шăнкăравĕсене йышăнакансен те ир-ирех хĕрӳ ĕç пырать. Кун каçипе 5 000 яхăн çын пулăшу ыйтать. Вĕсенчен 500 ытларахăшĕ – Ковид-19 вируспа чирлекенсем. Камăн температура çук, анчах чирленине кăтартакан хута хуптармалла – килтен тухмасăр тухтăрпа çыхăнса çак ĕçе пурнăçлама пултарать. Çавăнпа та сыватмăшра вăй хуракансем черетре тăракансене пĕр-пĕринчен чир ертесрен асăрхаттарса call-центр пулăшăвĕпе усă курма хистеççĕ. ТАТЬЯНА МАРКЕЛОВА: «Вирус инфекципе чирлекенсене пула пирĕн поликлиника урăх графикпа ĕçлеме пуçларĕ. Кашни кунах эпир 7:00 сехетрен пуçласа 8:00 сехетччен, çавăн пек вырсарни кун 8:00 сехетрен пуçласа 13:00 сехетччен. Эпир температурăллă çынсене йышăнма лартрăмăр». Шăнса пăсăлнисене пулăшусăр хăвармаççĕ. Пĕр чарăнми ӳсĕрекенсем, сывлăш пӳлĕннипе нушаланакансем васкавлă медицина пулăшăвĕн пӳлĕмĕнче тĕрĕсленме пултараççĕ. Ӳт температури 37 ытла пулсан тухтăрсем тӳрех больницăна кайма хушаççĕ, килте сипленме юрамасть теççĕ. ТАТЬЯНА МАРКЕЛОВА: «Омикрон» чирĕ çынсем кам вакцинаци тунă тата ревакцинаци тунă çăмăл формăна иртсе каять. Нумай вăхат хушши чирлемеççĕ ĕнтĕ. 5-6 кун хушшинче, çавăнпа хăрама кирлĕ мар. Кам туса ĕлкĕреймен – пурне те вакцина тума чĕнетпĕр». Регина Кубайкина, Екатерина Никитко, Павел Иритков



;