Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Йывăр чух ал пани сăваплă

Кăшăллă вируспа чирлекенсен шучĕ кунсерен ӳсет. Иртнĕ талăкра çеç 1051 çын çак амакпа чирленине палăртнă. 3 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Ку чухне шур халатлисене пĕрре те çăмăл мар. Республикăри медицина катастрофипе васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан центрта шăнкăравсем йышăнакансем çитменни те шухăшлаттарать. Пĕр талăкра çеç 122 номерпе 2 000 яхăн шăнкăрав килет, 103-пе – 7 000 çитни те пулнă. Çавна май волонтерсемпе студентсене явăçтарнă та. Йывăрлăхран тухмалли ыйтусене Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева тата Чăваш Енри сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов вырăна тухса тишкерчĕç. Дарья Гусарова Шупашкарти медицина колледжĕнче 4-мĕш курсра вĕренет. Чир алхаснă вăхăтра халăха пулăшу кирлине хĕр лайăх ăнланать. ДАРЬЯ ГУСАРОВА: «Кунта эпĕ практика тухатăп, кунне 6 сехет эпир кунта ĕçлетпĕр. Пирĕн пата тĕрлĕ шăнкăравсем килеççĕ. Ытларах тухтăр киле чĕнесси тата ăçта вакцинироваться тумалли пирки ыйтаççĕ. Больничный лист уçасси пирки ыйтаççĕ тата ытти тĕрлĕ ыйтусемпе те шăнкăравлама пултараççĕ. Кунне эпир 35-40 шăнкăрав 6 сехет хушшинче йышăнма пултаратпăр». Пурĕ центрта 30 оператор ĕçлет. Вĕсем 103, 122-пе килекен шăнкăравсене йышăнса ĕлкĕреймеççĕ. Чылай чухне халăха псхологи пулăшăвĕ те кирлĕ. Пĕрисем усал вируса çаклатнипе хăраса ӳкеççĕ, теприсем пĕччен пурăннăран никамран пулăшу ыйтма пĕлмеççĕ. Вĕсемпе психологсем ĕçлеççĕ. Ыран мĕн пуласси паллă мар. Чирлекенсен шучĕ тата та ӳсме пултарать. Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева каланă тăрăх, халăхран шăнкăравсене йышăнмалли хушма пӳлĕм йĕркелемелле. Хальлĕхе ăна тĕп хулари волонтерсен центрĕнче пăхса хунă



;