Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Талăкĕпех ĕçлеççĕ

Пĕтĕмпе Чăваш Енре 14 лабораторире анализ кăтартăвĕсене тĕрĕслеççĕ. Вăтамран кунсерен кăшăллă вируспа çеç 10 000 тĕпчев ирттереççĕ. Ку эрнерен Сывлăх сыхлав министерствине пăхăнакан 8 лаборатори кунĕн-çĕрĕн ĕçлеме пуçлать. Талăкĕпех ĕçлеççĕ. Канмалли кунсемпе уявсенче те. Лабораторисем ятарлă йышăну пуличченех çакăн пек тимлĕç. Ахальтен мар. Чирлекенсен йышĕ ӳсет, çавна май ПЦР-тест тăвасси нумайланать, малтанхипе танлаштарсан 2-3 хут та хăпарнă. Çынсем тест результачĕсене нумай вăхăт кĕтмелле тесе час-час кăмăлсăр пулни те çак утăма тума хистенĕ



;