Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Хисепе тивĕç тухтăр

 Çĕр çинчи чи сăваплă профессие суйласа илсе чуна парса тăрăшнă çынсенчен пĕри - республикăри кардиодиспансер тухтăрĕ Владимир Бушуев. 41 çул вăл çынсен сывлăхне çирĕплетессишĕн тăрăшнă. 34 çул республикăри  кардиодиспансерта вăй хунă. Пĕлтĕр вăл тивĕçлĕ канăва тухнă. Чунĕ ĕçе туртнипе, ĕçтешĕсем ыйтнипе Владимир Бушуев шур халата тепĕр хутчен тăхăннă, халĕ вăл УЗИ тăвакан тухтăр пулса ĕçлет.