Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Муниципалитетсем - кăшăл чире хирĕç

Кăшăллă вирус алхаснă май вăл кашни çынна тĕрлĕрен сырăнать. «Альфа», «дельта», «гамма», «омикрон» тата ытти штамăн пĕрпеклĕхĕ те, уйрăмлăхĕ те чылай. Çавна кура Раççей сывлăх сыхавĕн министерстви ятарлă памятка хатĕрленĕ. Унта кăшăллă  чир паллăсемсĕр иртет пулсан мĕн тумаллине тĕплĕ ăнлантарса панă.Вакцина тутаракансем чире çăмăлрах ирттерни çинчен калаççĕ тухтăрсем. Республикăри хăш-пĕр муниципалитетра шел пулин те ку ĕçе çителĕклĕ шайра пурнăçламаççĕ. Тĕслĕхрен, Улатăр, Шăмăршă, Тăвай районĕсем. Ун пирки эрнекун  кăшăллă чир сарăлассипе кĕрешекен республикăри оперативлă штаб ларăвĕнче калаçрĕç.



;