Министерство здравоохранения Чувашской Республики

«Кăвак çулăма» пула инкек тухнă

Кашни япаланах икĕ енĕ пур. Ырăлăх парнелекен «кăвак çулăм» та унпа асăрханмасăр усă курсан инкек патне илсе çитерме пултарать. Çак кунсенче Шупашкарта 3 çын шар курнă. Вĕсем газ сĕрĕмĕпе наркăмăшланнин сăлтавĕ хваттерте сывлăша турттаракан хатĕр пулманнипе çыхăннă. Синкерлĕ лару-тăрăва пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те тĕпчерĕ. Патрис Лумумба урамĕнче вырнаçнă çуртра кĕтмен инкек тухни тÿрех вун-вун çынна «ура çине тăратнă». Нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче пĕр хĕрарăм 2 хĕрĕпе газ сĕрĕмĕпе наркăмăшланнине пĕлсен çемье пуçлăхĕ кÿршĕ хваттертре пурăнакан Надежда Братикинăна чĕннĕ. Шăнкăрав парсан хĕрарăм тÿрех пĕрремĕш пулăшу пама васканă. НАДЕЖДА БРАТИКИНА: « Тăххăрсем иртсен кÿршĕ ачипеле шаккарĕ те, эпĕ алăка уçрăм, каçрăм, арăмĕ питĕ япăхчĕ, калаçаймастчĕ. Кĕçĕн хĕрĕ кăвакарса пыратчĕ, сывлама йывăрччĕ ăна. Эпир айăккăн хутăмăр та нашатыркăпа сывлаттартăмăр, çăварне уçрăмăр». Васкавлă пулăшу ĕçченĕсем вырăна вăхăтлă çитни кил-йыша инкекрен çăлнă. Шар курнисене пĕрремĕш пулăшу парсан сыватмăша илсе çитернĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем хăйсен аванах туйнине палăртаççĕ тухтăрсем. «Кăвак çулăм наркăмăшĕ организма япăх витĕм кÿрет: пуç ыратма пуçлать, çывăрас килет, чи хăрушши вара пуç мимйĕн гипоксия пуçланма пултарни», – палăртаççĕ шур халатлă ĕçченсем. АЛЕКСЕЙ ТЯПАЙКИН: «Газпа наркăмăшлансан тÿрех васкавлă пулăшу чĕнмелле, больницăна каймалла, уçă сывлăш пултăр тесессĕн тÿрех чÿречесемпе алăксене уçмалла». Палăртнă инкеке ятарлă комисси тишкерсе пĕтĕмлетĕ. Аса илтеретпĕр, çакнашкал пăтăрмах çулталтăк пуçланнăранпа пĕрремĕш мар. Кăрлач уйăхĕнче Шупашкар хулинче кăнтăр-хĕвеланăç районĕнчи нумай хваттерлĕ çуртра 4 çын газ сĕрĕмĕпе наркăмăшланнăччĕ, вĕсенчен иккĕшĕ – ача. АЛЕКСАНДР ЮРКИН: «Вĕри шыв уçаççĕ, ваннăй тултарас тесе, çав вăхăтрах плита чĕртеççĕ, пластик чÿречесем лартаççĕ, вĕсен клапонĕсем çук, форточкисене хупаççĕ, пĕтĕм плитипе газовый колонкине чĕртсе яраççĕ çав вăхăтра питĕ хăвăрт газ сĕрĕмĕ тухать, çынсем 15 минут хушшинчех вилме пултараççĕ». Çавăнпа та газ оборудованийĕсене тĕрĕслесех тăмаллине кил хуçисен те тимлĕхрен кăлармалла мар, мĕншĕн тесен хĕллехи тапхăрта уйрăм çуртсенче, хваттерсенче «кăвак çулăм» сĕрĕмĕпе наркăмăшланас хăрушлăх уйрăмах пысăк. Милена Алексеева, Инесса Потапова, Юрий Марков



08 февраля 2022
09:19
Поделиться