Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Пулăшу васкавлă та хăвăрт пултăр

Малашне наци проекчĕпе тунă строительство объекчĕсен ĕçне республикăри пĕрлĕхлĕ заказчиксен служби тимлĕ. Ку ведомствăсен ĕçне чылай çăмăллатма пулăшĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çакăн пек тĕллев лартнă. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн Етĕрне районĕнчи Урпаш ялĕнче пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн уйрăмне хăпартаççĕ. Вăл икĕ пине яхăн çынна йышăнĕ. Строительство ĕç-хĕлĕпе пирĕн репортёр Елизавета Цветкова паллашрĕ. Малтан ку вырăнта 1932-мĕш çулта тунă йывăç çурт пулнă. Ĕмĕре яхăн ларакан сыватмăш пин-пин çын пурнăçне упранă. Ялти шур сухалсем шăпах çак больницăра кун çути курнă та. НИКОЛАЙ ПАВЛОВ: «Юнашар ялтан çĕрле, кĕркуннехи сивĕре лашапа турттарса килнĕ аннене. Эпĕ çакăнта çуралнă. Кайран пĕр 2010-мĕш çулсенче вилме пуçласан, инфаркт пулсан мана çакăнти врачсем илсе çитерчĕç Шупашкара. Илсе çитерсе операци тунă, ура çине тăратрĕç. Пире – пенсионерсене тухкаласа çӳреме те йывăр, уткалама та. Каяс пулсассăн халь пирĕн Етĕрне хулине каймалла больницăна. Халь больницине кĕрсе тухма та йывăр. Кунта юнашар пулсан çăмăл». Урпаш ялĕнче пин ытла çын пурăнать. Кунта çамрăк çемьесем уйрăмах йышлă. Кӳршĕри тепĕр 3 ял та çак сыватмăшра çӳренĕ. 90 çул каялла тунă больницăра пациентсене йышăнма майсем пулманран пĕлтĕр ăна сӳтнĕ. НИНА ЯТРУШЕВА: «Больница пирĕн питĕ кивĕ пулнă. Йывăç çуртра, процедурăсем тума сивĕ. Ăшăтма та хутса пăрăннă. Халăх çавăнпа питĕ кĕтнĕ çĕнĕ больница пуласса. Халĕ эпир вăл çитес вăхăтра уçăласса шанатпăр ĕнтĕ». Çĕнĕ сыватмăша пурте кĕтнĕ. Иртнĕ çул подрядчик тупайманран ĕçсем чарăнса ларнă. Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче кăвак хуппи уçăлнă. ЕВГЕНИЙ САДИКОВ: «Ултă хутчен аукцион ирттернĕ. Улттăмĕш хутĕнче вара декабрĕн 17-мĕшĕнче контракта алă пуснă. 25 миллионпа тума тытăнчĕ стройтех. Ĕçсем графикпа килешӳллĕн пыраççĕ. Вăхăтра пĕтĕмпех туса пыраççĕ. Ĕçлекенсем пур. Техника та пур». Çуртăн никĕсне янă ĕнтĕ, çитес вăхăтра сыватмăш стенисене купалама пуçлĕç. – Сивĕ пулсан та чăтас пулать. – Эсир ку ялта пурнаканскер-и? – Эпĕ Муркаш районĕнчен. – Кунта ĕçлетĕр ĕнтĕ? – Аха. Ялта ĕç çук та-ха. Çавнашкал çӳрекелетпĕр стройкасене. Строительство ĕçĕнче пахалăх пĕрремĕш вырăнта. Сыватмăша тăвакансем хăвăрт ĕçлеççĕ пулин те, кашни ĕçе тĕплĕ пурнăçлаççĕ. ЕЛИЗАВЕТА ЦВЕТКОВА: «Сивĕ çанталăка пăхмасăр строительсем урамра ирĕн каçăн ĕçлеççĕ. Чи малтанах вĕсене ĕç пахалăхĕ шухăшлаттарать. Сăмахран, хăйăра вĕсем ятарлă савăтсенче ăшăтаççĕ. Кун пек ăшăтнă хăйăр раствор пахалăхне ӳстерет. Кун пек пахалăхлă раствор кирпĕче те лайăх тытать, фундамента та». Халĕ вара çанталăк пулăмĕсене пăхмасăр çанă тавăрса ĕçлемелле. Çу уйăхĕнче Урпаш ялне тинех ырлăх çитет. Хăтлă та меллĕ сыватмăш хайĕн пĕрремĕш пациенчĕсене йышăнĕ. Елизавета Цветкова, Георгий Кривошеин



;