Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Чир сарăлать

Чире сарăлма парас мар тĕллевпе нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнчен сыхлăх эмелне тутарнине çирĕплетекен сетрификат çук студентсене малалла та инçет мелпе вĕренме сĕнеççĕ. Кун пирки Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕ пĕлтернĕ. Вакцинаци тутарни чир-чĕре шала каясран сыхланма пулăшать. Тухтăрсем палăртнă тăрăх, прививка тунисем чире çăмăлтарах ирттерсе яраççĕ. «Омикрон» штамĕ те вăй илсе пырать. Аслисемпе танах ачасем те çак амакпа кĕрĕшеççĕ. Ку чире уйăрса илме те çăмăл мар, мĕншĕн тесен унăн паллисем гриппа пĕр ĕвĕрлĕ пулнине çирĕплетеççĕ тухтăрсем. МАРИНА САРМОСОВА: «Омикрон чир паллисем ытти инфекци чирĕсенчен ытлах палăрса тăмаççĕ. Кунта палăртмалла, температура хăпарнине 37-38 таран. Хăшĕсен 38 ытла та пулма пултарать. Вăй пĕтни, пуç ыратни, апат анманни, сунас йĕрни, сăмса сывламанни, пыр ыратни, типĕ ӳслĕк çыпăçни, апат анманни тата мышцăсем те ыратма пултараççĕ. Хăш-пĕрисем апат-çимĕç тути шăрăш пĕтни пулма пултарать. Ытларах маларах чирлекеннисен варвитти илме пултарать, ăш пăтранма пултарать, хăсăк килме пулатарть».



;