Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сыватмăша каймасăрах – тухтăртан канаш

Кăшăллă вирус хăвăрт аталаннă май Чăваш Енре хушма пулăшу йĕркисем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнчен Олег Николаевăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн республикăра медицинăпа консультаци центрĕ ĕçлеме пуçларĕ. Çак çĕнĕлĕх чире çăмăл ирттерекенсемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем сыватмăша каймасăрах, тухтăра киле чĕнмесĕрех специалистсенчен дистант мелĕпе кирлĕ канаш-сĕнÿ илме пултараççĕ. Людмила Семенова Шупашкарти тĕп сыватмăшра физиотерапевт пулса ĕçлет. Планпа килĕшÿллĕн ăна специализаци пулăшăвĕ парассинчен вăхăтлăха хăтарнă, çавăнпа та халĕ вăл дистанци мелĕпе ĕçлекен медицинăпа консультаци центрĕнче тăрăшать. Физиотерапевтăн пĕр вăхăтрах лор, психолог, иммунолог пулса тĕрлĕ тытăмри ыйтусене ăнлантарма тивет. Ку енĕпе хушма пĕлÿ илнĕрен шур халатлă тухтăрсем ĕçе тивĕçлĕн пурнăçлаççĕ. ЛЮДМИЛА СЕМЁНОВА: «Хамăрăн больницăран куçса килтĕмĕр кунта, мĕншĕн тесен унта та чирлекен нумай, çавăн пекех кунта çынсене çав тери кăсăклă ыйтусемпе ытларах пулăшма пултарас пек туйанать, мĕншĕн тесен чирлесен çыннăн пĕрремĕш лăпланмалла, иккĕмĕш унăн мĕн тăвас шухăшпа ыйтăва татса памалла». Республикăра пурăнакансем ОРВИ паллисене туйсанах «122» номерпе шăнкăравласа тухтăртан канаш-сĕнÿ илме пултараççĕ. Специалистсем чирлĕ çын хăйне еплерех туйнине те дистанци мелĕпе сăнаса тăраççĕ. ТАТЬЯНА МАРКЕЛОВА: «Хăшĕсем хăйсен мазок результачĕсене пĕлесшĕн. Ăна эпир хамăрăн системăна кĕрсе пĕлме пултаратпăр, пациента ответлетпĕр. Çавăн пекех тĕрлĕ больничный лист çинчен ыйтусем параççĕ, хăшĕсем тухтăра чĕнсе илеймеççĕ 2-3 кун хăш-пĕр поликлиникăсенче. Эпир вĕсен ыйтăвĕсене каялла больницисене паратпăр, вĕсенпе çывăх вăхăтра çыхăнаççĕ те пулăшаççĕ». Консультаци центрĕнче пĕр сменăра 13 çын ĕçлет. Вĕсен уссине халăх туйма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. 4 кунра çеç сиплевçĕсем 143 шăнкăрав ытла йышăннă. – Тĕп тĕллев пулнă ĕнтĕ çак омикрон чирĕ питĕ хăвăрт аталаннă май пĕр енчен амбулатура сегментĕнче ĕçлекен тухтăрсене пăртак пулăшас тесе, унсăр пуçне тата та ытларах çынсене тивĕçлĕ вĕсен йывăр вăхăтĕнче пулăшса пырса ертсе пырас тесе çакăн пек центра тăвас терĕмĕр. Çакăн пек ĕçе йĕркелени вăл пĕтĕм республика шайĕпе ертсе пынă май самаях çăмăллăх кÿрсе пырать. «Шăнкăравлакансен чылай ыйтăвне васкавлă пулăшу бригадине ямасăрах телефонпа тĕрĕс сĕнÿпе татса пама пулать», – палăртаççĕ тухтăрсем. Центр кунсеренех 2 сменăпа – 8:00 сехетрен пуçласа 20:00 сехетчен ĕçлет. Юлия Адюкова, Анна Цинтовская, Юрий Марков



;