Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Шăнса пăсăлса чирлекенсен шучĕ чакнă

Кăшăллă вирус алхасма чарăнмасть-ха. Раççейре пĕр талăкра 166 000 яхăн çын ку мурпа чирленĕ. 700 ытла çын вилнĕ. Чăваш Енре лару-тăру лăпкă мар. Усал амака çаклатакансен йышĕ кунсерен ӳсет. Республикăра кăшăллă вируспа пĕр талăкра 963 çын чирленĕ, 687 çын сывалнă. 8 çын пурнăçне çăлса хăварайман. Çак чиртен сыхланмалли чи шанчăклă мел – вакцинаци. Нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне 652 000 ытла çын пĕрремĕш компонентпа вакцинаци тунă. 620 000 çын икĕ компонетпа та сыхлăх эмелне яртарнă. Пĕр талăкра 211 çын сыватмăша лекнĕ. АНТОНИНА ЧЕРНОВА: «74 процент халăхăн прививка тунă пулсан, çулталăк пуçланнăранпа ку чире 550 çынра тупса палăртнă. Вĕсенчен нумайăшĕ килтех сипленеççĕ. Çавна май тухтăрсем канмалли кунсенче те ĕçлеççĕ. Çак чиртен сипленекен уйрăмра паян 80 çын выртать, вĕсенчен 90 проценчĕ прививка туманнисем. Çавăнпа та эпир çынсене чиртен сыхланас тесен е чир çăмăлтарах ирттĕр тесен прививкăна вăхăтра тума ыйтасшăн». Шăнса пăсăлса чирлекенсен шучĕ чакнă. Чи пысăк çак кăтарту эрне каялла – 14 217 çынпа танлашнă. Халь вара ун пеккисен шучĕ – 7313. Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенче, Шупашкар, Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнакансем шăнса пăсăлнипе нушаланаççĕ иккен. Республикăри 100 пин çынран 1177-ше чирлĕ шутланать. Шупашкарта çеç кăтарту чи пысăк тесе палăртнă тухтăрсем