Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Эпир пĕрле

Чăваш Енри волонтерсем малашне халăха турттаракан транспортпа тӳлевсĕр çӳреме, вĕри апат çиме пултараççĕ. Ун пирки Пĕтĕм Раççейри «Эпир пĕрле» регионти штаб ертӳçи, Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов пĕлтерчĕ. Шупашкар хулинчи пĕрремĕш клиника сыватмăшĕнче Владислав Пайдютов нумаях пулмасть тăрăшать. Волонтер пулса. Çамрăк малашне медицина тытăмĕнче вăй хума палăртать. Çавăнпа тăрăшсах аслисем каланине ăша хывать. Колл-центрта ĕçленĕ май ватăсем ытларах чухне шăнкăравланине палăртать вăл. ВЛАДИСЛАВ ПАЙДЮТОВ: «Ватă çынсем шăнкăравлаççĕ. Вĕсем температура пур, чирлет теççĕ. Вĕсене шел пулать, паллах. Ватăсемпе нумайрах калаçатăн, вĕсене психологи енчен пулăшу паратăн». Ырă кăмăллă çамрăксем кунта нумай. «Эпир пĕрле» регионти волонтерсен штабĕн ертӳçи Леонид Черкесов ырă ĕç тăвакансене тĕрлĕ çăмăллăхпа тивĕçтересси пирки Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ пулнă май саккун тĕлĕшĕнчен улшăнусем кĕртесшĕн. Пуçламăшĕ пур. ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Пурнете пирĕн пулăшмалла. Транспортпа тӳлевсĕр çӳремелле. Волонтерсем сесси пĕтсен практика тухаççĕ, сехечĕсене шута илмелле. Ординатурăна каяс текенсем нумай». Вĕри апатпа та тивĕçтерме пуçланă волонтерсене. Вĕсем куншăн питĕ савăннине пытармаççĕ. Яваплă ĕçе пурнăçлама вăй-хал кирлĕ, вăхăтлă апат çимелле. Больницăра ĕçлекен волонтерсене тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕпе те тивĕçтересшĕн. Ординатурăна е ĕçе вырнаçас кăмăллă яш-кĕрĕме, кунта хăй ирĕкĕпе килекенсене практика тухнă тесе палăртма та сĕнчĕ Леонид Черкесов. Регина Кубайкина, Татьяна Трофимова, Юрий Марков