Министерство здравоохранения Чувашской Республики

QR-код пур!

QR-кодпа усă курасси кулленхи пурнăçра çирĕпленсе пырать. Ăна малашне кăшăллă вируспа чирлесе ирттернине çирĕплетекен анализ антитела пуррине кăтартсан та илме май пур. Шăпах кам анализ панă, вĕсен паянтан патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерекен порталта QR-код панине кăтартакан çырусем килме пуçларĕç. Пĕрремĕш çак паллăна илме пултаракан студентпа пирĕн пултарулăх ушкăнĕ паллашрĕ. Шупашкарта пурăнакан Мария Алексеева кăшăллă вируспа чирлесе ирттернине тĕрĕслеме чир-чĕр антителисем пуррипе çуккине пĕлме анализ пама килнĕ. Çывăх çыннисем чирлесе ирттернĕ, Марийăн вара тест чир пуррине çирĕплетмен. Шел те, вăл сыхлăх эмелне шала яртарма ĕлкĕреймен. Апла пулин те малашне енчен те çын чирлесе ирттернине анализ çирĕпелтрĕ пулсан, вĕсене QR-кодпа тивĕçтерĕç. Вĕсен шучĕ протоколпа килĕшӳллĕн 500 тен ытла пулмалла. Марийăн часах анализĕсем те çитнĕ. Антителасем пур, апла пулсассăн малшне вăл QR-кодлă пулĕ. – Антителасем пуррине çирĕплетекен хыпарпа килешӳллĕн эпĕ QR-код илтĕм. Манăн 500 ытла антитела иккен. Апла пулсан эпĕ малашне QR-кодпа усă курайăп, тата чир-чĕртен те сыхă. Анализ памалли тата QR-кода илмелли йĕркене массăлă информаци кăларăмĕсенче ĕçлекенсемпе ирттернĕ тĕл пулура уçăмлатрĕç. Антитела пуррине ятарлă анализ çеç кăтарма пултарать. Пĕтĕмĕшле 16 лабораторичне çак тĕрĕслеве ирттереççĕ. «Ăна кăшăллă вируса çирĕплетекен тестпа арпаштарма кирлĕ мар», – палăртрĕç тĕлпулура. Кашнин çак тĕрĕслеве вырăна çитсе тутармалла, вара тин QR-кодпа тивĕçтерĕç. Палăртса хăвармалла, анализ тӳлевлĕ. Маргарита Мельникова, Екатерина Никитко, Игорь Зверев, Бахтияр Велиев