Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Ытлашши ӳт хушмалла мар!

Тутлă çиме чылайăшĕ юратать, анчах та апат усăллăхĕ пирки те манмалла мар. Тĕрĕс çиесси сывлăх çирĕплĕхне те витĕм кӳрет. «Апат виçине е унăн пахалăхне шута илмесĕр сăйланни вара хушма ӳт пухасси патне илсе çитерет», - палăртаççĕ тухтăрсем. Ытлашши ӳт хушнипе аптракансен инфаркт, инсульт, диабет, онкологи чирĕсем аталанас хăрушлăх пысăк. Республикăра та çак ыйтăва тимлĕх уйăрса çак кунсенче ытлашши ӳтпе кĕрĕшессипе, сывă пурнăç йĕркине пăхăнасссипе ятарлă марафон ирттереççĕ. Технологипе апатлану техникумĕнче ăс пухакан Алла Смирнова тĕрĕс апталанма тăрăшать. Ытлашши ӳт хушассинчен вара час-часах çуран утма кăмăллать, ытларах улма-çырла, пахча çимĕç çиме юратать. Паян, акă, студентсем тĕрĕс ирхи апат пĕçерме вĕренеççĕ. Тимлĕн итлесе пĕтĕмпех тĕрĕс пурнăçлама тăрăшаççĕ. АЛЛА СМИРНОВА: «Пире вĕрентекен Александр Сергеевич ирхи апат пĕçерме вĕрентрĕ. Вăл çимĕç хуратул пăтти, рис, хăмла тата çĕр çырлипе, вир пăттипе, гуакамоле соус тата бутерброд. Гуакамоле соусне томат, Айсберг салат çулçи кĕчĕ тата çăмарта пашот». Кам улма-çырла суйлать, кам вара çуллă çĕр улми, гамбургер е тата газлă шывпа час-часах сăйланма кăмаллать. Çакна тухтăрсем сивлеççĕ. Шăпах, çакă яштака пилĕке сывă пул темелли сăлтав. Çуллă апат-çимĕç вар-хырăмăн сывлăх çирĕплĕхне, апат шăранассине витĕм кӳнине те палăртаççĕ тухтăрсем. Усăллă хыпарпа студентсене паллаштарчĕ те вĕсем. ЛАРИСА АГЕЕВА: «Кашни кунах çыннăн 500 грамм таранччен улма-çырла, пахча-çимĕç тата ӳсен-тăран курăкĕсем çимелле. Кунсерен мĕн чухлĕ шыв ĕçни те пысăк вырăн йышăнать. Кашни çыннăнах 30-35 миллилитр пĕр килограмм шутĕнчен ĕçес пулать. Рационран çуллă апатсене кăлармалла. Пылака апата чакарас пулать. Тата ӳсен-тăран, пахча-симĕç, улма-çырла çимелли пирки каларăмăр ĕнтĕ». Сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси – сывă та усăллă апат-çимĕçрен пуçланать. Апачĕ тутлă та усăллă пултăр