Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Депресси сывлăха хавшатать

Депресси тĕнче шайĕнче паян вăйлă аталанакан чир. Çынна вăхăтра пулăшмасан сывлăха та, психикăна те витĕм кӳрет. Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕ – депрессипе кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун. Депресси чирне сиплемелли тĕрлĕ май пур. Ăна тухтăр тĕплĕ тĕпчесе чире лăплантармалли çул-йĕре палăртать. Калăпăр, тухтăр вăйă мелĕпе çак картинкăсем пулăшнипе çыннăн йывăрлăхĕсене пĕлет. ЛАРИСА ИВАНОВА: «Енчен те нумай вăхăт хушши çыннăн кăмăлĕ пусăрăнчăк пулсан, çав çыннăн депресси пулнине палăртатпăр. Депрессипе аптракан çын çĕрле çывăрайми пулать. Кăнтăрла пачах та урăхла. Унăн çывăрас килекен пулать. Унăн ыратакан органсем те нумайланса пыраççĕ. Малтанхи пек вăл савăнма та пултараймасть. Унăн пурнăç интересĕ çухалать. Вăл пачах апат çими пулать е пĕр чарăнми апат çиме тăрăшасшăн». Пурнăçра яланах япăх пулмасть. Ытларах лайăххи çинчен шухăшламалла, тĕнче илемне курма пĕлмелле. «Ырă шухăшсем депрессине çĕнтерме пулăшаççĕ те», – палăртаççĕ тухтăрсем. – Эпĕ ялта пурнатăп. Ялта нимĕнле стресс та çук. – Савăнса пурăнмалла. – Нумайрах ĕçлес пулать. Ĕçлесессĕн депресси пулмасть. Юратнă ĕç пулмалла. – Яланах кăмăллă пулмалла пуринпе те. Кăмăллă пулсассăн яланах вĕçех пулать. Пур çынпа та çавах, ватти-вĕттипе те. Яланах ырă сунас пулать çынна. – Ырă кăмăллă пулмалла, çынсене юратмалла, арăма та юратмалла, ачасене



24 марта 2022
14:42
Поделиться