Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Хамăр çĕршывра калăпланипе усă курĕç

Санкцисем медицина тытăмне те пырса тивнĕ. Республикăри кардиологи динспансерĕ малашне хамăр çĕршывра туса кăларакан хатĕрсемпе усă курма палăртать. Вăл пахалăхĕпе уйрăлса тăрать-и? Кун пирки – малалла тĕплĕнрех. Ку газификатор. Вăл пулăшнипе оборудованисене, реанимацие таса кислород çитет. Медицина хатĕрне Раççейре туса кăларнă. Унпа ĕçлеме йывăр мар, сенсорлă экран ĕçе чылай çăмăллатать. Кăшăллă вирус алхаснă тапхăрта пĕр кунра 2 тонна кислород усă курнă. Вăл çĕр-çĕр çыннăн пурнăçне çăлса хăварнă. Çитес вăхăтра сыватмăшра тепĕр газификатор туянма палăртаççĕ. Оборудовани ют çĕршывра туса кăларнипе танлаштарсан нимпе те уйрăлса тăмасть. Кăçал республикăри кардиологи диспансерне Раççейре туса кăларнă темиçе оборудовани те кӳрсе килнĕ: электрокардиограф, юн тымарĕсен чирне сиплекен лазер аппарачĕ, оперци ирттермелли тĕрлĕ хатĕр. АЛИНА МАРКОВА: «Пирĕн больницăра тăван çĕршывра тата ют çĕршывра туса кăларнă медицина аппарачĕсемпе ĕçлеççĕ. Тӳрех каласа хăварас килет – тăван çĕршывра туса кăларнă аппаратсене тухтăрсем ытларах килĕштереççĕ. Вĕсен чиртен сыватас витĕмĕ ытларах теççĕ вĕсем. Пирĕн çĕршывра туса кăларнă аппаратсем нимпе те кая юлмаççĕ ют çĕршыври аппаратсенчен». Чĕре çинче операцисем туса ирттерме çитес вăхăтра çĕнĕ медицина хатĕрĕсем туянма палăртнă. Вĕсене те хамăр çĕршыврах хатĕрлесе кăларнă. Елизавета Цветкова, Николай Скворцов 



;