Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Кĕтсе илчĕç

Паян Мариупольтен Чăваш Ене 446 çын çитрĕ. Вĕсене ятарлă поездпа илсе килчĕç. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Мариупольтен килекенсене Шупашкарти чукун çул вокзалĕнче кĕтсе илчĕ. Тăнăç пурнăç шыраса килнĕ çынсен шăпипе Елизавета Цветкова паллашрĕ. ЕЛЕНА АХРЕМЕНКО: «Икĕ кун кунта килтĕмĕр». – Эсир Мариупольтен-и? – Мариупольтен. – Мĕншĕн Раççее килме шутларăр? – Аçта тата? – Хĕвел анăçа. – Енчен те Украина ман хваттерсене аркатса пĕтерчĕ пулсан манăн мĕн тăвас? Пуйăсран тухакан кашни çын куççулленсе тухать. Тинех кунта хăрушă мар, снаряд çурăлнă сасса та вĕсем илтмеççĕ. Путвалсенче пурăннăскерсене хĕвел те ăшшине пĕр шеллемесĕр парнелерĕ. Чăваш Ен тăнăç пурнăç шыраса килекенсене тарават кĕтсе илчĕ. АНАСТАСИЯ ОРЛОВСКАЯ: «Кунта пемеççĕ. Кунта машинăсемпе çуртсем сирпĕнмеççĕ. Эпĕ кӳршĕсен вилли тăрăх утса çӳреместĕп». Вăрçă тискерлĕхĕнчен тарса килекенсене Шупашкарти чукун çул вокзалĕнче ятарлă службăсем, волонтерсем, медицина ĕçченĕсем кĕтсе илчĕç. Пулăшма пурте хатĕр. Çамрăксем ирхи 8 сехетренпех кунта ĕçлеççĕ. АННА ПЕТРОВА: «Кĕтсе илетпĕр. Япалисене йăтса пулăшатпăр. Эпир вĕсене каярах та пулăшса пырăпăр, ачасемпе, апачĕсемпе». Халĕ тĕп тĕллев – çынсене вырнаçтарасси тата медицина тĕрĕслевĕ иртересси. Тăнăç пурнăç шыраса килекенсене республикăри санаторисене вăхăтлăха вырнаçтарĕç, пурне те социаллă пулăшупа тивĕçтерĕç. АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Куçса килекенсен шутĕнче 90 ача. Вĕсене шкула вырнаçтарма хатĕр. Тата вĕсен ашшĕпе амăшĕсем валли ĕçпе тивĕçтерекен центр 450 ĕç вырăнĕ ытла хатĕрленĕ». Хальхи вăхăтра Чăваш Ене Луганск тата Донецк халăх республикисенчен 100 яхăн çын килнĕ. Вĕсенчен пĕр пайĕ хăй тĕллĕн çитсе тăванĕсем патĕнче чарăннă. Çитес вăхăтра республикăна тата тепĕр 2 поезд килмелле. Вĕсене пурне те социаллă тӳлевпе тивĕçтерĕç. Вăл 10 000 тенкĕпе танлашать. Елизавета Цветкова, Татьяна Молокова, Юрий Марков



;