Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Донбасран куçса килекенсене тӳлевсĕр эмел

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ял тăрăхĕнче çурт илекенсене социаллă пулăшу парасси çинчен калаçрĕç. Малашне агропромышленнăç тата социаллă тытăмсенче тăрăшакансемсĕр пуçне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче, сыхлав, хӳтĕлев, вăрман управĕнче вăй хуракансене те çак тĕревпе тивĕçтерме пултараççĕ. Донбасран Чăваш Ене куçса килекенсене медицинăпа санитари пулăшăвĕпе тивĕçтерме йышăнчĕç министрсем. Çав шута эмелсем те кĕреççĕ. Пирĕн региона тăнăçлăх шыраса никама пăхăнман Донецк тата Луганск Республикисенчен пурăнма куçакансене Раççейри прививкăсен календарĕпе килĕшӳллĕн вакцина тума пуçлаççĕ. Хăватлă медицина техникипе те вĕсене тӳлевсĕр сиплеме май пурри çинчен калаçрĕç Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче. «Патшалăх управленийĕн потенциалне аталантарасси» программăна та улшăнусем кĕртеççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев патшалăх службинче тата муниципалитет тытăмĕнче вăй хурас кăмăллисен кадрсен резервне тăвас ĕçе çĕнетмелли çинчен каларĕ. «Хальхи вăхăт ыйтăвĕсене шута илсе хатĕрлемелле кандидатсене, ку е тепĕр тытăм валли хатĕр çынсем пулмалла», – терĕ вăл. Чăваш Республикин юстици ĕçĕсен патшалăх службин ертӳçи Дмитрий Сержантов муниципалитет службинче тăрăшас шухăшлисене ĕçе хăвăртрах кӳленсе кайма тĕрлĕ конференцие, канашлăва явăçтарасси çинчен каларĕ. Вĕсенех муниципалитет шайĕнчи программăсене хутшăнмалла пулĕ терĕ. Çав тĕллевпе ăста кадрсене вĕрентсе хатĕрлеме çитес çулсенче укçа ытларах уйăрмаллине каларĕ. Шăпах çакăн çинчен пулчĕç те ларура пăхса тухнă улшăнусем. Транспорт ыйтăвĕсене те тимлерĕç Чăваш Республикин правительствин пайташĕсем. Муниципалитет хушшинче çынсене турттаракан перевозчик рейса вăхăтлă тухаймасан е автотранспорт шутне чакарсан унăн свидетельствине туртса илесси пирки йышăну тума ятарлă ведомствăна 180 кунран кая мар кирлĕ пулĕ. Çулсене юсама уйăрнă 64 миллион тенкĕне çĕнĕ объектсене куçарса ярасси пирки республикăри транспорт министрĕ Владимир Осипов каларĕ. Шупашкар 500 çулта, Коммуналлă слобода, Пржевальский урамĕсене çул сарнă чухне перекетленĕ укçа ку. Регина Кубайкина, Бахтияр Велиев