Чăваш Енре кăткăс операцисене тăваççĕ

Çĕнĕ технологисем, хальхи йышши мелсем пулăшнипе паян хамăр тăрăхрах пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илме пулать. Операцисен йышĕ те çулсерен ӳссе пырать. Республикăри клиника больницин хирурги уйрăмĕнче çулсерен 700-е яхăн операци тăваççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ пĕверпе çыхăннă. Çакнашкал пĕр кăткăс операци пирки – пирĕн черетлĕ сюжетра. Канаш районĕнче пурăнакан Валерий Николаев пĕвер аптăратнипе больницăна лекнĕ. Тухтăрсем тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн арçынна операци тума йышăннă. Вăл ăнăçлă пулса тухнă. ВАЛЕРИЙ НИКОЛАЕВ: «Операци мĕнле иртнине сиссе те юлман хам. Вăранса кайрăм реанимацинче. Операци иртнĕ хыççăн тепĕр икĕ сехетрен хама аван туятăп. Реанимацинчен тепĕр 2-3 кунтан илсе хăпарчĕç те. Халь сывалса пыратăп. Ĕнер ура çине тăнă. Утса çӳретĕп». Кунашкал операцисене республикăри клиника больницинче çеç тăваççĕ. Операци, чăнах та, кăткăс. Хирургин хальхи меслечĕпе усă курни сиплев ĕçĕн пахалăхне ӳстерет. ВАЛЕНТИН ВОРОНЧИХИН: «Операци тухнă хыççăн пĕверĕн 30 проценчĕ юлмалла, мĕншĕн тесен пĕвер çителĕксĕрлĕхĕ пулма пултарать. Малтан операци тунă чухне хăш-пĕр пайсене каснипе операци тунă хыççăн пациентăн реабилитаци вăхăчĕ ыталарх пулнă. Халĕ Сегментарный резекци чухне пĕверти паренхима пайĕ ытларах сыхланса юлать. Çавăнпа операци хыççăнхи вăхăт çăмăл иртет. Пациентсем реабилитаци хăвăртрах тухаççĕ. Кулленхи пурнăçа кĕрсе каяççĕ». Чăваш Енри тухтăрсен ĕç кăтартăвĕ куç умĕнче. Республикăри клиника больницине операци тума кӳршĕ регионсенче пурăнакансем те килеççĕ. Елизавета Цветкова, Бахтияр Велиев 



Нац