Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Витĕмлĕрех ĕçлет

Меллĕ, витĕмлĕ, хăрушсăр. Республикăри медицина информаци тытăмне виçĕ сăмахпа çапла хаклама пулать. Вăл çынсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме пулăшать, тухтăрсен ĕçне те çăмăллатать. Пĕр тытăмра медицина тĕрĕслевĕсем, ЭКГ, анализ хучĕсем. Пурте электронлă мелпе. Çĕнĕ программа чылай ĕç пурнăçлама май парать. Сăмахран, малтанхи евĕр пĕр больницăран тепĕр çĕре медицина карттине йăтса чупмалла мар. Ку тытăма усă курса кирлĕ хутсене электронлă ярса параççĕ. АЛЕВТИНА МУРЛАЕВА: «Çак информаци системи хамăрăн пулнипе эпир амбулаторлă карттăсене, вĕсен исследованисене пĕр-пĕрин хушшинче куратпăр. Карттăсем пулмасассăн та вĕсем электронлă мелре пур. Çак программăна пирĕн республикăра пĕтĕм больницăра усă кураççĕ». Шупашкарти 1-мĕш клиника больницинче çак программăпа чылай çул ĕçлеççĕ. Ку хăрушсăр та меллĕ пулнине палăртаççĕ кунта ĕçлекенсем. Хамăр çĕршывра кăларнă программа кăлтăксăрах ĕçлет. Вăл компьютер вирусĕсенчен те аван хӳтĕлеет. Программăна çĕнетес ĕç кашни кунах пырать. 2023 çул вĕçĕччен республикăри больницăсене ун çине куçарма палăртнă ăна хатĕрлекенсем. Алексей Зотиков, Анна Цинтовская, Бахтияр Велиев