Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Ача çуралнине онлайн мелĕпе регистрацилеççĕ

Чăваш Енре ачасем çуралнине онлайн мелĕпе регистрацилеме пуçланă. Çĕнĕлĕхе çынсем ырланă та ĕнтĕ. Шупашкарти Мускав районĕнчи Тявинсен çемйи ача çурални çинчен ĕнентерекен хута илчĕ. Çамрăк çемье заявление патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă панă. Çăмăллăх мĕнпе меллĕ? Елизавета Цветкова каласа парать. Ку Тявинсен виççĕмĕш ачи. Пĕчĕк Настя Шупашкарти ача çуратмалли 5-мĕш çуртра кун çути курнă. Пепке çурални çинчен ĕнтентерекен документа хĕрарăм патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ пулăшнипе илнĕ. Çăмăллăх пирки вăл тухтăртан илтнĕ. ЛЮДМИЛА ТЯВИНА: «Пĕрремĕш, иккĕмĕш ача çуратнă чухне, эпир ача çурални çинчен ĕнентерекен хута илме килсессĕн черетре тăмаллаччĕ. Темиçе хутчен çырмалла пулнă хучĕсене. Пĕр йăнăш тусан каллех çĕнĕрен тумалла. Халь ун пек мар, электронлă. Кайран ЗАГСа килетĕн те талон илсен хăйсем чĕнеççĕ. Çур сехет. Пĕр сехет кĕтсе тăмалла мар черетре». Ачасемшĕн паракан пур тӳлеве те Людмила патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă илме хатĕрленет. Кирлĕ пур документа сервиса кĕртнĕ, заявлени çеç хăвармалла. НАТАЛЬЯ АРСЕНТЬЕВА: «Цифрăллă экономика» наци проекчĕ тăрăх, кăçал патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ суперсервис хута ячĕç. Унпа усă курса ашшĕ-амăшсем питĕ меллĕ электронлă заявленисем яма пултараççĕ. Ку, чăнах та, ашшĕ-амăшĕсемшĕн питĕ меллĕ. ЗАГСа килмелле мар, вăхăта сая ямалла мар. Малашне çак суперсервиспа усă курса ашшĕ-амăшсем пособи çине заявленисем пама пултараççĕ. Садика черет тăма. Материнский капитал çине сертификат илме. Электронлă заявленисем яраççĕ. Черет тăмалла мар. Пĕтĕмпех документсене электронлă илеççĕ». Документсене электронлă майпа регистрацилеме май пурри çемьесене пысăк пулăшу парать. Кирлĕ хутсене тума ансатрах, йăнăш та каймасть. Электронлă пулăшу тата та меллĕрех те хăвăртрах пулĕ. Çывăх вăхăтра ачана хăй пурăнакан вырăнта регистрацилеме май пулĕ. Елизавета Цветкова, Татьяна Молокова, Юрий Марков