Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Усал шыçăран кăткăс операци тунă

Тĕнчере усал шыçăпа чирлекенсен шучĕ çулсерен ӳссе пырать. Чăваш Енре 28 000 ытла çын ку амакпа аптрать. Операци – сиплеври чи пысăк утăм шутланать те. Республикăри онкологи диспансерĕн хирурги уйрăмĕнче усал шыçăсене тĕп тума кунсерен 30 яхăн операци тăваççĕ. Çакнашкал пĕр кăткăс операци пирки – пирĕн черетлĕ сюжетра. 64 çулти Людмила Щукина йывăр чирлесе ӳксен больницăна лекнĕ. Анализсем илнĕ хыççăн хырăмлăхра усал шыçă пуррине тупса палăртнă. Ака уйăхĕн вĕçĕнче хĕрарăма операци тума йышăннă. Вăл ăнăçлă иртнĕ. ЛЮДМИЛА ЩУКИНА: «Тухтăрсене тав сăмахĕ калас килет. Çыншăн мĕнле тăрăшаççĕ. Мĕн чухлĕ вăй кирлĕ. 7 сехет операци пынă. Вăл ахаль япала мар. Пурте ăнланатпăр ăна. Халь хама сĕре лайăх туятăп». Шыçă диафрагмăна шăтса тухнă, апат пырне хуплама пуçланă. Унсăр пуçне пациентка язва чирĕпе аптранăран хырăмлăхăн пĕр пайне каснă пулнă. Çавна май операци тума кăткăс пулнă. ЛЮДМИЛА ЩУКИНА: «Пурнăç урăхланса кайрĕ. Çĕрĕ-çĕрĕпе шутласа выртаттăм мĕншĕн çапла пулса тухрĕ тесе. Иртсе кайрĕ. Пурнăçа ытларах хаклама тăрăшрăм. Тĕллевсем ĕнтĕ ачасемшĕн, хамшăн, çумри упăшкашăн. Пурне те юратма пĕлмелле. Юрататăп тесе вăхăтĕнче каламалла». Халĕ пациент реабилитаци иртет. Кунашкал пысăк технологиллĕ операцисене «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ, «Онкологи чирĕсемпе кĕрешмелли» программа пулăшнипе тăваççĕ. Хирургин хальхи меслечĕпе усă курни сиплев ĕçĕн пахалăхне ӳстерет. Елизавета Цветкова, Игорь Зверев



;