Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Маска тăхăнсан аванрах

Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Енре кăшăллă вируспа çыхăннă нумай чарăва пăрахăçларĕç. Вăл шутра – пите хупламалли сыхлăх хатĕрĕпе усă курасси те. Маскăна тăхăнмалла е çук – çакна кашнийĕ хăй суйлать. Паян, кăшăллă вирус каялла таврăнма пуçланă вăхăтра, пушшех те. Влаçра тăрăшакансен тунтикунсерен иртекен ларăвĕ çак ыйтуран пуçланчĕ. Кăшăллă вирус каллех вăй илме пуçларĕ. Çĕршывăн тĕп хулинче, Мускавра, халăх нумай пухăнакан вырăнта тата суту-илӳ çурчĕсенче маска тăхăнассине каялла тавăрнă. Чăваш Енре те лару-тăру çивĕчленет. Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче усал чире çаклатнисене кунсерен 16-20 шута илнĕ пулсан, халĕ ку кăтарту 3 хут ытларах ӳснĕ. Юлашки вăхăтра вăтамран кунсерен 60 ытла çынна Ковид-19 диагноз лартаççĕ. «Чарусем пур-и е çук – маска тăхăнсан аванрах. Тем тесен те, сыхлăх хатĕрĕпе усă курни чир çаклатасран пулăшать. Сывлăха сыхласси – кашнийĕн хăйĕн тивĕçĕ. Халăх йышлă вырăнсенче, лавккасенче маска тахăнсан вырăнлăрах та», – терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. Çавна май суту-илӳ çурчĕсенче сыхланмалли пĕлтерӳсем пулмаллине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл прививка тумалли пирки те аса илтерчĕ. Кĕркунне те алăкран шаккать. Сивĕ çанталăкра инфекци чирĕсем ан çакланччăр тесен маларах вакцинаци ĕçĕсене ирттермелли пирки аса илтерчĕ Олег Алексеевич. Алина Сусметова, Игорь Зверев



;