Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Чăваш Ен нумай çул лайăххисен йышĕнче

Республикăри перинаталь центрсенче, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче ир çуралнă ачасен пурнăçне упрассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Чăваш Ен пепкесем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнипе çĕршывра чи пĕчĕк хисепсемпе палăрать. Йывăр пепкесене, ача кĕтекен хĕрарăмсене медицина пулăшăвĕ парас ыйтусене уçăмлатас, республикăри специалистсен ĕç-хĕлне хак парас тĕллевпе Шупашкара Раççей сывлăх сыхлав министерствин тĕп неонатолгĕ Дмитрий Иванов килсе çитнĕ. Ача çут тĕнчене тĕрĕс-текел те сывă килтĕр тесе Чăваш Енре уйрăмах тăрăшса ĕçлеççĕ. Республикăра перинаталлă центрсен тытăмĕ пурнăçланать. Пепкесен пурнăçне сыхласа хăварма, çак енпе тивĕçлĕ çитĕнӳсем тума Питĕрти педиатри университечĕ пулăшать. Шур халатлă специалистсене вăл консультаци илме те, ăсталăх шайне ӳстерме те май парать. Ир çуралакан, сывлăх енчен хавшакрах ачасен пурнăçĕсемшĕн медицина учрежденийĕсенче кунсеренех кĕрешеççĕ. Йывăр лару-тăрури пепкесене Питĕрти, Мускаври федераци центрĕсене сиплеме куçарас ĕçе те йĕркеленĕ. Чăваш Ен тин çуралнă пепкесем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнипе çĕршывра чи пĕчĕк хисепсемпе палăрать. «10 çул хушшинче çак кăтартăва пĕчĕклетсе пырассипе Чăваш Республики çĕршывра çеç мар, тĕнчере те чи лайăххисен йышĕнче», – палăртрĕ Раççей сывлăх сыхлав министерствин тĕп неонатологĕ Дмитрий Иванов. Юлия Адюкова, Дамир Хантимиров, Юрий Марков