Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Асăрханăр, çĕленсем

Асăрханăр, çĕленсем

Çу пуçланнăранпа çĕлен сăхнă тĕслĕхсем чылайланнă. Уйрăмах хура çĕлен алхасать. Вăл вунă çул çитмен çичĕ ачана шар кăтартнă. Вĕсене больницăра медицина пулăшĕвĕпе тивĕçтернĕ. Çĕлен ури пĕртте çук, Çĕлен çитмен çĕр те çук; Çакă çĕрĕн çийĕнче Çĕлен сăхман çын та çук. Николай Шелепи «Çĕлен» сăввине çĕр çул каялла çырнă пулин те ку хайлав халĕ те актуаллă. Йĕпреç районĕнчи Хыркасси ялĕнчи Максим Иванов та çакна çирĕплетет. Вăл амăшĕпе кăвакалсене пĕвене яма хăваланă. Анчах вĕсем шыва кĕмен, айкине пăрăнса çӳллĕ курăк ăшне кĕрсе кайнă. ЗИНАИДА ИВАНОВА: «Ача ман хирĕç тухрĕ. Хирĕç кайрĕ те аялла антарса ярас тесе кăшкăрса ячĕ хăрушă хăй те сисмерĕ. Çĕлен, çĕлен тесе кăшкăрать. Чупать ача ман. Хăраса кайрăмăр хамăр та. Пĕлмерĕмĕр. Тен, мана вĕлтĕрен сăхса илчĕ. Пăхрăмăр та, вĕлтĕрен çук унта. Курăк ăшĕнче кайран кайса пăхрăмăр та иксĕмĕр. Яваланса çĕлен выртать. Хуп-хура, тем пысăкăш çĕлен». Сăхнă хыççăн тӳрех районти тĕп больницăна вĕçтернĕ Ивановсем. Унта вĕсене пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ панă. Йĕпреçрен Максима Республикăри ача-пăча клиника больницине ăсатнă. Çул çинче те шур халатлисем ачана пулăшу кӳрсе пынă. Халĕ Максим хăйне аван туять. Максим çĕлене курнă пулсан Матвей Одинцов вара курмасăрах юлнă. Вăл Сĕнтĕрвăрри районĕнче асламăшĕ патĕнче хăнара пулнă. Пахчана çырла татма тухнă. Курăк ăшĕнче мĕн сăхса илнине анланса та юлман. ОЛЬГА ОДИНЦОВА: «Киле кăшкăрса чупса кĕчĕ. Ун аллинчи пӳрнинчен сăхса илнĕ икĕ шăтăк курăнчĕ. Çав шăтăксене курсан эпир ăна çĕлен сăхнине ăнлантăмăр». Больницăра Матвей эрне выртать. Вăл сывалса çитнĕ ĕнтĕ, паян-ыран ăна кăлараççĕ. «Сыхланакана Турă сыхлать», – теççĕ халăхра. Çулман улăх-çарана вăрăм атăсăр кĕмелле мар, алăсене те тĕрлĕ хăвăла чикмелле мар. Асăрхануллăх тĕп вырăнта пулмалла. Алексей Зотиков, Милена Алексеева, Бахтияр Велиев