Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Хурт-кăпшанкă çыртнипе шар кураççĕ

Çуллахи шăрăх çанталăкра час-часах хурт-кăпшанкă çынсене канăç памасть. Хăш-пĕр чухне вĕсем сывлăхшăн хăрушă та пулма пултараççĕ. Пыл хурчĕ, сăпса е тĕкĕл тура сăхнипе çынсем вилнĕ тĕслĕх те пур. Çу уйăхĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хурт-кăпшанкă сăхнипе республикăра 236 çын медицина ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтнă. Виçĕ çын пурнăçран уйрăлнă. Инкеке лекнĕ çынна пĕрремĕш пулăшу мĕнле памалла? Ыйтăва уçăмлатма пирĕн пултарулăх ушкăнĕ медицина ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçрĕ.

Шăмăршă районĕнче пурăнакан Олег Матвеев аллергипе аптрать. Утă çулнă вăхăтра арçынна вĕлле хурчĕ сăхса илнĕ. Телее, мăшăрĕ çумра пулнă.

ЛИДИЯ МАТВЕЕВА: «Эпĕ часрах эмел патăм. Ăна тепре те ĕçтерĕм иккĕмĕшне. Иккĕшĕ те пулăшмарĕç. Çав вăхăтрах кăшт тăрсан урайне тăнсăр пулса ӳкрĕ. Васкавлă медицина пулăшăвĕн ĕçченĕсем çитрĕç. Вăхăт нумай иртмерĕ. Хăйсен ĕçне пĕлсе ĕçлерĕç. Хăтарса хăварчĕç ман мăшăра».

Вĕлле хурчĕ сăхса илсен чи малтанах сăннинчен хăтăлмалла. Ăна алăпа тытма юрамасть. Сăннине çип е ытти хатĕр пулăшнипе кăлармалла. Ку ĕнтĕ наркăмăша сарăлма памĕ.

 ВАЛЕНТИНА ТЕЛЬЦОВА: «Аллерги реакци пур пулсан хăвăрпа пĕрле эмелсем илсе çӳремелле. Тата çакăн пек хурт-кăпшанкă сăхас пулсан май пулсан сивĕ тытмалла. Алă е ураран çыртсан алла е урана çӳлерех тытса тăмалла. Çав кăштах пулăшма пултарать. Ыратма чаракан эмелсем ĕçмелле. Хăвăра пĕлсе тăмалла, пулăшма хатĕр пулмалла».

Шыв хĕррине е уй-хире ĕçлеме тухакансен кĕске йĕмпе, çара хулăпа тухма юрамасть. Çара уран çӳрени те шар кăтартма пултарать. Енчен те хурт-кăпшанкă сăхса илнĕ хыççăн хăвăра йывăр туятăр пулсан васкавлă медицина пулăшăвне чĕнмелле. 103 номерпе шăнкăравсене талăкĕпех йышăнаççĕ.

Елизавета Цветкова, Анна Цинтовская, Василий Дворников