Чире вăхăтра тупмалла

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра пурăнакан 210 000 яхăн çын диспансеризаци тухнă. Медицина тĕрĕслевĕ чĕре, ӳпке чирĕсене, усал шыçăсене малтанхи тапхăрта тупса палăртма пулăшать. Вĕсене шала каясран вăхăтра асăрханма май парать. Кăшăл вируспа килте чирлесе ирттернисем те çак тӳлевсĕр çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ. Çулсерен сывлăх сыхлав министерстви диспансеризаци шутне кĕрекен тĕрĕслев меслечĕсене нумайлатса пырать. Вĕсемпе тĕплĕнрех пирĕн пултарулăх ушкăнĕ паллашма тăрăшрĕ. Екатерина Ефимова экономист пулса тăрăшать. Ларса ĕçленĕрен, тĕрлĕ хусканусем сайра хутра пурнăçланăран шăм-шакĕ ыратма пуçланă. Çав сăлтавпа Шупашкарти хула клиника центрне çул тытнă. Тухтăрсем ăна тӳрех диспансеризаци валли хутсем пачĕç, тĕрĕслевсем ирттерчĕç. Анализсем лайăхах. Кĕлетке йывăрăшне, çӳллĕшне, куç пусăмне тĕрĕслерĕç шурă халатлисем. Екатеринăна тĕрĕс апатланмалли йĕркене çирĕп пăхăнмаллине тепре аса илтерчĕç. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн профилактика енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Елена Наумова пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ кăшăл вирус инфекцийĕпе чирлесе ирттернисене тĕплĕ диспансеризаци тума пуçланă. Профилактика мероприятийĕсене ятарлă программăпа ирттереççĕ, унăн тĕллевĕ – çын организмĕнчи чирпе çыхăннă улшăнусене тупса палăртасси, инфекцие пула чир йывăрланасран сыхланасси. Хăшĕ-пĕри кăшăл чире килте чăтса ирттернĕ. Ун пеккисем те хăйсене çирĕплетнĕ медицина организацийĕн тĕп врачĕн ячĕпе заявлени çырнă хыççăн тĕплĕ диспансеризаци тухаяççĕ. Педагог, фольклорист, РФ халăх вĕрентĕвĕн ĕç отличникĕ, «Çĕньял» халăх фольклор ансамбльне нумай çул ертсе пыракан Земфира Яковлева та кунта сипленме, тĕрĕсленме çине тăрсах çӳрет. ЗЕМФИРА ЯКОВЛЕВА: «Хамăр сывлăха тĕрĕслемелле, анчах та ĕçленĕ чухне вăхăт çук. Çӳрес пулать. Чирĕ хăех хăвалать. Хамăра хамăр сыхламасан пире никам та урăх сыхлас çук». Владимир Гришинран: «Эсир миçере тесе ыйтсан?» – «7 теçетке урлă каçни иккĕмĕш çул», – тесе шӳтлет. Ун чухлĕ памăн ăна. Кун сиктерсе спорт зала çӳрет, шывра ишет. Мăнукĕсемпе вăхăта хаваслă ирттерме тăрăшать. Хальхинче вара вăл холестерин тата ытти кăтартăва пĕлес кăмăлпа çитнĕ кунта. Артери пусăмне, усал шыçă чирне тĕрĕслесех тăмалла теççĕ тухтăрсем. 40 çултан аслăрах, ĕçлекен çынсен диспансеризаци валли çуллен пĕр кану кунĕ илме ирĕк пур. 18-39 çулхисен вара сывлăха тĕрĕслеттермешкĕн 3 çулта пĕрре кану кунĕ илме юрать. Регина Кубайкина, Бахтияр Велиев



НТРК Чувашии