Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Ăсталăха ӳстереççĕ

Синкерлĕ лару-тăрура тата çул çинче инкек пулсан хăвăрт тата паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çакна шута илсе Чăваш Енре иккĕмĕш хут васкавлă медицина пулăшăвĕпе медицина катастрофин ĕçченĕсен регионсен хушшинчи конкурсĕ иртет. Ăмăртăва Тутар, Коми Республикисен, Тула облаçĕн тата Чăваш Енри шурă халатлисен 13 ушкăнĕ хутшăнчĕ.

 Çул çинче инкек пулнă. Васкавлă медицина пулăшăвĕн ушкăнĕ вырăна çитнĕ. Вăхăта сая ямасăр вĕсем шар курнисене пулăшаççĕ. Инкекре медицина пулăшăвĕпе хăвăрт тивĕçтерни çын пурнăçне çăлать. Конкурс 2013 çултанпах иртет, анчах та пĕлтĕр кăна унта ытти регионсем хутшăнма пуçланă. Ку пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашма, пĕлĕвĕ ӳстерме пулăшать. Шар курнисен вырăнĕнче – çамрăксем. Гиппократа тупа тунисем хăйсен кашни хусканăвне ăнлантараççĕ. Вĕсен ĕçне тӳресем хаклаççĕ. Инкек пулнă вырăнтан çынсене больница çитермелле. Çул çинче кашни çекунчĕ хаклă. Тимĕр ута ертсе пыракан та ăста пулмалла. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе çĕнтерӳçĕсене палăртрĕç. Алексей Зотиков, Дамир Хантимиров, Бахтияр Велиев 



25 августа 2022
14:05
Поделиться