Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Гриппран прививка тăваççĕ

Кĕркунне çывхарнă май тĕрлĕ чир-чĕр сарăлас хăрушлăх пысăк. Çавăнпа та тухтăрсем кашниех сывлăха упрама, сыхлăх эмелне яртарма сĕнеççĕ. Вируслă инфекцисем ачасенчен те пăрăнса иртмеççĕ. Вĕсенчен хӳтĕленме пулăшакан мелсенчен пĕри – вакцинаци. Шупашкарти 6-мĕш ача садне çӳрекенсем те çак майпа усă курса гриппран хӳтĕленчĕç.

Шупашкарти 6-мĕш ача садĕнче ир-ирех хаваслă сасă-кулă илтĕнет. Шăпăрлансем тус-юлташĕсемпе, воспитательсемпе кунсеренех вăхăта ирттерме кăмăллаççĕ. Кĕр çитни, вăл хăйпе пĕрле чир тапхăрне илсе килни вĕсене пĕрре те кулянтармасть. Ачасем кашни çулах прививка тутараççĕ. Асамлă укол сывлăха сыхлама май панине вĕсем пĕчĕкренех пĕлеççĕ. НАТАЛИЯ МОИСЕЕВА: «Чăнах та, пирĕн кашни çулах прививка тăваççĕ. Ашшĕ-амăшĕ хаваспах çав прививкăсене çӳрет, мĕншĕн тесен ача сывлăхне сыхламалла. Эпир ачасем сиктермесен питĕ кăмăллă, çавăнпа прививка тумалла тесе шутлатăп».

Прививка тăвиччен кашни ачана педиатр тĕрĕслет. Медицина енчен чарусем пулмасан шăпăрлансене сывлăх уколĕ тăваççĕ. Ĕçре шур халатлисем «Ультрикс Квадри» вакцина усă кураççĕ. Çак эмел шĕвекĕнче гриппăн 4 тĕрлĕ штаммĕ пур. «Çавăнпа та вăл чирпе кĕрешме çирĕп иммунтитет йĕркелеме пулăшать», – палăртаççĕ специалистсем. Юлия Адюкова, Бахтияр Велиев



;