Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Çур ĕмĕр сывлăх сыхлавĕнче

Çур ĕмĕр сывлăх хуралӗнче тӑрать. Пĕчĕк больницăран нумай енлĕ пулăшу паракан сиплев çурчĕ пулса тăнă. Сăмах Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн больници пирки пырать. Кăçал, авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче, сыватмăш никĕсленнĕренпе 50 çул çитет.

Хирургинче палăрма пурнăçри евĕр икĕ мел пур. Пĕри – пĕлĕве ӳстерсе, ăсталăха пухса çынсене пулăшасси. Тепри – çынсене шар кăтартасси, анчах та пĕрремĕш мелĕ кăна çынна илем кӳрет. Ку сăмахсем Федор Угловăн «Хирургăн чĕри» хайлавĕнчен. Георгий Воробьев çак кĕнекене улттăмĕш класрах вуланă. Ачан чĕрине хайлав пысăк витĕм кӳнĕ. Вăл хирург пулма шутланă. Хăйĕн ĕмĕтне пурнăçланă.

ГЕОРГИЙ ВОРОБЬЕВ: "Вĕренсе тухсан икĕ çул госпитальная хирургия кафедринче ординатура тухрăм. Ман ăслăлăх ертÿçи – Владимир Егорович Волков пулнă. Вăл пулăшнипе, хамăр тăрăшнипе эпĕ хирург пултăм».

Георгий Иванович 30 çул ытла хирург пулса ĕçлет. Ун аллисем витĕр миçе çын тухман пуль? Шупашкар урамĕсенече курсан вĕсем тухтăра яланах сывлăх сунаççĕ, тав сăмахĕ калаççĕ.

ЛАРИСА ГРИГОРЬЕВА: «Эпĕ çак больницăна лекрĕм. Мана Георгий Иванович питĕ лайăх кĕтсе илчĕ. Оперировать турĕ. Леченисем пачĕ. Халь çăмăллантăм. Тавтапуç ăна. Питĕ пысăк тав сăмахĕ каласшăн çакăн пек лайах лечени панăшăн».

 Çулталăкне больницăра 40 000 ытла çынна сиплеççĕ. Халĕ больницăна Шупашкарти çурçĕр клиникипе тата Красноармейски районĕнчи тĕп сыватмăшпа пĕрлештернĕ. Васкавлă медицина пулăшăвĕн больници самана таппипе тан утса пырать.

ГЕОРГИЙ ВОРОБЬЕВ: «Пĕтĕм çĕршыври лайăх методикăсене усă курса лечить тăватпăр. Пирĕн кунта çĕнĕ оборудованисем нумай».

Больницăра пин ҫура яхăн ҫын ĕçлет. Вĕсенчен кашниех çынна чире çĕнтерме пулăшаççĕ. Эппин вĕсен ĕçĕ яланах хисепре пулĕ. Алексей Зотиков, Игорь Зверев           



01 сентября 2022
10:30
Поделиться