Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Çĕнĕ цех уçăлчĕ

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патăрьел районĕнче те ĕçлĕ çул çӳревпе пулчĕ. Хирти Пикшикре вăл сĕт тирпейлекен цеха уçнă çĕре хутшăнчĕ. Унта ял халăхĕнчен йышăнакан сĕт пахалăхне тĕрĕслекен лаборатори,  ăна савăтсене ярса хатĕрлекен цех, сыр пĕçерен  производство ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ регион ертӳçи.  Сăкăтра тухтăр амбулаторине уçнă çĕре те хутшăнчĕ.

 



;