Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Прививка тумалла

Чăваш Енре кăшăллă вирус алхасса пырать. Авăн уйăхĕ пуçланнăранпа кашни кунах тенĕ пекех ку чирпе тăватçĕр çынран кая мар аптрать. Иртнĕ талăкра та 407 çын чирленĕ. Вирусран сыхланмалли чи шанчăклă мел – вакцинаци. Çакна ăнланса Шупашкарти 10-мĕш шкулта ĕçлекенсем паян прививка тутарчĕç.

Пĕлӳ çуртĕнче сывлăха упрассине, чир-чĕртен асăрханассине тĕп вырăна хураççĕ. Пурте кар тăрса сыхлăх эмелне ярсан кăна чире хирĕç тăма май пулнине лайăх анланаççĕ кунта. Вĕренĕ çулĕ пуçланчĕ кăна пулин те ачасен йышĕнче кăшăллă вируспа чирленисем пур.

НАДЕЖДА ЛАРИНА: «Кашни çул прививка тăватпăр. Унччен гриппран тунă. Халĕ гриппран та ковидран та тăватпăр, мĕншĕн тесен хамăра шанчăклăрах туятпăр прививка тусан. Кашнинчех сехĕрленсе тăрас килмест. Çавăнпа прививка питĕ шанчăклă тесе илтнĕ. Хамăр çинче тата тĕрĕслетпĕр. Пĕлтĕр тусан чирлеменччĕ. Кăçал та чирлемессе шанатпăр».

Надежда Ларинăн тепĕр тĕллев те пур. Вăл Инçет Хĕвелтухăçне кайма ĕмĕтленет. Унта хĕсметре тăракан ывăлне кайса курасшăн Надежда Петровна. Прививка тунăран аякри çула шанчăклă тухса кайма пултарать.

 НАТАЛЬЯ ГРИГОРЬЕВА: «Юлашки вăхăтра республикăра кăшăллă вируспа чирлекенсен шучĕ ӳссех пырать. Çавăнпа Шупашкарти тĕп больницинчи мобильный бригадăсем йĕркеленĕ. Вĕсем кашни кунах предприятисемпе организацисене тухаççĕ. Шкул

сене каяççĕ, ача сачĕсене те тухаççĕ».

Урамра авăн уйăхĕ, çанталăк сивĕтсех пырать. Эппин чир-чĕртен сыхланма, организма çирĕплетме прививка тумалла. Вара хăвăр та, çывăх çынсем те хӳтлĕхре пулĕç 



;