Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Шкул ачисене прививка тăваççĕ

Кăшăллă вирус ачасене те хĕрхенмест. Вакцинаци туни амакран самай сыхланма пулăшать. Çулталăк пуçланнăранпа республикăна пĕтĕмпе 4300 ытла доза «Спутник М» вакцина илсе килнĕ. «Спутник-V» вакцинăн çăммăлатнă тĕслĕхĕ ку. Унпа 12 çултан пуçласа 17 çула çитнĕ ачасене прививка тăваççĕ. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Шупашкарти тĕп больницăн ача-пăча уйрăмĕнче пулчĕ. Кунта шкул ачисем чире çĕнтерме сыхлăх эмелне яртарчĕç.

Тухтăрсем пĕр саслă пулса çынсене яваплă пулма ыйтаççĕ. Хамăр çинчен те, пирĕнпе юнашар пурăнакансем çинчен те шухăшламалла. Уйрăмах çамрăксене пырса тивет çакă. Ку ачасен халĕ прививка тунине çирĕплетекен хут пур. Эппин вĕсем хăйсене чиртен хӳтĕлеççĕ. Сыхлăх эмелне шала яриччен тухтăрсем ачан сывлăхне çирĕп тĕрĕслеççĕ. Чару пулмасан вакцинаци тăваççĕ. Енчен те ачан аллерги, е шала кайнă чирсем пур пулсассăн, прививка тума хушмаççĕ.Чăваш Енри сывлăх сыхлав министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, юлашки талăкра 302 çын кăшăллă вируспа чирленине шута илнĕ. Ашшĕпе амăшĕн тĕпренчĕкĕсене çак муртан сыхламалла. Вакцинаци – шанчăклă хӳтĕлев пулнине асра тытма сĕнеççĕ тухтăрсем 



;