Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Чаканар ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлĕ

Медицина пулăшăвĕ тивĕçлĕ шайра пулĕ. Çитес вăхăтра Етĕрне районĕнчи Чаканар ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлмалла. Сиплевпе профилактика учрежденине «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ пулăшнипе çĕкленĕ.

Чаканар ялĕнче 170 çын ытла пурăнать. Вĕсенчен 80 проценчĕ – аслă ăру çыннисем. Ялта сыватмăш, медицина пункчĕ пулманнине кура кашнийĕнех тухтăр канашне илме 25 çухрăм парăнтарса Етĕрне хулине çул тытма тивнĕ. Çакă, паллах, чăрмавлă. Çавăнпа та: «Эпир е хамăр сипленнĕ, е чирлеме тăрăшман», – палăртаççĕ кинемейсем. Халĕ вара кăшт сунасласан та, инçе каймалла мар: фельдшерпа акушер пункчĕ ялтах пур-çке.

МАРИНА МИРОНОВА: «Ачасене прививка тума пăрахнă. Аслăраххисене, 18-тан иртнисене таватпăр. Дифтери, столбняк, грипп, халь питĕ коронавирус инфекцийĕ, пневмококко инфекцийĕнчен тăватпăр. Ватă çынсем пурте поликлинникăна кайса çитеймеççĕ. Çулталăкра пĕрре флюрографи машини тухать пирĕн, флюрографи тăратма тăрăшатпăр. Пурте поликлинникăна каяймаççĕ вĕт-ха».

Марина Миронова Чаканар ялĕсĕр пуçне Сарьялти 260 çынна та медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Вăл пациентсене ăшă сăмахпа та сыватма хатĕр. Марина Михайловна палăртнă тăрăх, фельдшерпа акушер пунктне пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ те килсе çӳрет. Çĕнĕ сиплев учрежденийĕнче анализ пама, прививка тутарма, диспансеризаци тухма, учета тăма та май пулĕ.