Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Етӗрне районӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫма хатӗрленеҫҫӗ

Ӑна "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗкленӗ. Унта ӗҫлекен тухтӑра та палӑртнӑ ӗнтӗ.

Етӗрне районӗнчи Чаканарта фельдшерпа акушер пунктне кӑҫал тунӑ. Ҫӗнӗ сиплев ҫуртӗнче хӑтлӑ та илемлӗ. Ҫынсене кунта йышӑнма хатӗр ӗнтӗ. Кирлӗ документсене йӗркене кӗртесси кӑна юлнӑ. Медицина пунктне Марина Миронова ертсе пырӗ. Вӑл 30 ҫул ҫывӑхри Сарьялта фельдшерта тӑрӑшать, халӗ малашне чаканарсен сывлӑхне те асӑрхаса тӑрӗ. Медицина пунктне интернет та кӗртнӗ. Фельдшер пациентсене специалистсем патне ҫырӑнтарнипе пӗрлех телемедицина консультацийӗ те йӗркелеме пултарать. Ҫапла майпа ялтан тухмасӑрах поликлиникӑри тухтӑрсемпе канашлама май пулӗ. Ятарлӑ графикпе килӗшӳллӗн кунта районти тӗп больницӑри терапевт килсе ҫӳрӗ.


Елена Дмитриева, Татьяна Иванова, Виктор Степанов 



ГТРК "Чувашия"