Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Республикăна сăмсаран ямалли вакцина илсе килнĕ

Кăшăллă вирус никама та хĕрхенмест. Вакцинаци туни амакран самай сыхланма пулăшать. Республикăра сыхлăх эмелне яртарасси малалла пырать. Чăваш Ене сăмсаран ямалли вакцина илсе килнĕ. Вăл ытти сыхлăх эмелĕсенчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха? Пирĕн корреспондент Елизавета Цветкова Шупашкарти тĕп больницăна çитсе тĕпчерĕ.

ЕЛИЗАВЕТА ЦВЕТКОВА: «Эпĕ иртнĕ çул кăшăллă вируспа чирлерĕм. Çавăнпа та сыхлăх эмелне яртарма шутларăм. Вакцинаци тутарсан çын чирлемест тата çак амака çăмăлрах ирттерсе ярать».

Шприц çине ятарлă хатĕр тăхăнтарса вакцинăна сăмсаран яраççĕ. Вăл ыраттармасть. Ахаль чухне сăмса эмелĕ сапнă пекех. – Халĕ икĕ сехет хушши шыв ĕçмелле мар, апат çимелле мар. Чĕлĕм туртакансен чĕлĕм туртмалла мар. Шăнкармалла мар. Сыхлăх эмелне шала яриччен тухтăрсем пациент сывлăхне çирĕп тĕрĕслеççĕ. Çын хăйне лайăх туйнине палăртсан вакцинаци тăваççĕ. Елена Мересова та хăйне чиртен хӳтĕлерĕ.

ЕЛЕНА МЕРЕСОВА: «Короновирусран эпĕ вакцина тутартăм. Сăмсаран тутартăм, мĕншĕн тесен уколсенчен хăратăп. Хама питĕ лайăх туятăп».

Кăшăллă вирусран сыхланмалли хӳтĕлев эмелĕ хутăшĕпе ытти вакцинăсенчен нимпе те уйрăлса тăмасть. Çавăн пекех икĕ компонтентлă вăл.

ТАТЬЯНА МАРКЕЛОВА: «Малтанхи вакцинисене уколпа тунă пулсассăн, 6 уйăх иртнĕ пулассăн çак иммунитета тепĕртак лайăхлатма. Çак сăмса шăтăкĕ урлă тăвакан вакцина вăл лайăх шутланать. Çын ăна çăмăлтарах чăтса ирттерет. Çакна тума пĕр икĕ эрне чирлемелле мар çыннăн. Тунă вăхăтра сăмса юхмалла мар. Пирĕн вируссем сăмса витĕр килеççĕ вĕт-ха. Местный иммунитет тетпĕр, çавна вăйлатма кирлĕ. Енчен те температура пысăк мар пулсассăн, 38 пĕчĕкрех пулсан, ытларах шыв ĕçме тăрăшмалла. Вăл хăйех чакать. Пысăкрах пулсан пĕр хут температура чакармалли эмел ĕçме юрать».

Сăмсаран ямалли вакцинăна республикăри пур больницăна та илсе çитерĕç. Ăна 18 çул тултарнă кашни çын тутарма пултарать