Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Медицина ĕçченĕсене çăмăллăх пулĕ

«Земство тухтăрĕ», «Земство фельдшерĕ» программăсемпе ялсене ĕçлеме кайнă тухтăрсен йышĕ 600 ытла çынпа танлашнă. Фельдшерсем — 130 çынна яхăн. Анчах та ку пĕрех кадрсен ыйтăвне татса пама пулăшмасть.  Çак программăсем валли уйăрнă укçа та туллин тăкакланмасть.

Кăçал 62 тухтăрпа тата  вăтам медицина йышĕнче ĕслекен 35 çынпа килĕшӳ тунă. Ку малтан палăртнинчен сахалрах. Республикăри сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов медицина ĕçченĕсене чылай çăмăллăхпа тивĕçтернине палăртрĕ. Анчах та ку çăлăнăç мар. Çавăнпа та шур халатлисене патшалăх енчен пулăшмалли хушма çăмăллăхсем пама сĕнчĕ. Тĕрев 2023-мĕш çул варринче вăя кĕмелле. Паллах, кирлĕ документсене çирĕплетнĕ хыççăн. Медицина специальноçне алла илекенсен йышне ӳстерме палăртни те çăлăнăç пулмалла, палăртрĕç ларура.