Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Çĕнĕ çултан çĕнĕ çурта

Халăха пирвайхи пулăшу паракан çуртсене юсасси е çĕнĕрен çĕклесси Чăваш Енре лайăх пурнăçланать. Кĕçех Вăрнар районĕнче Кивĕ Шуртан ялĕнче те çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ алăкĕсене уçмалла. Сиплев çурчĕ халăха йышăнма хатĕр-и-ха? Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ çакна пĕлме çула тухрĕ.

Çырмара вырнаçнă çурт паян тискеррĕн те курăнать. Юр лартнипе халь-халь ишĕлсе анма пултаракан тăрă, вăйлă çиле тытса чарайман стенасем. Ку – ĕнерхи фельдшерпа акушер пункчĕ. 1963-мĕш çулта хута янă çурт кăçал çĕртме уйăхĕнчен халăха йышăнмасть. Сывлăх хавшасан Туçи Çармăса е Вăрнара çитмелле пулнă.

НАДЕЖДА МИХАЙЛОВА: «Фельдшерский акушерский пункт питĕ кирлĕ. Ялти çынсем пур, ваттисем те, ачисем те çуралаççĕ, пĕчĕккисем те пур. Эпир поселокран аякра пурăнатпăр, 25 çухрăм. Пĕрмаях унта автобус та çӳреймест, каяймастпăр».

Çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн хăпартнă. Ăна кĕске вăхăтра хута янă.

ФЕДОР МИХАЙЛОВ: «Эпир ял халăхĕ савăнатпăр çакăн пек программа пурришĕн. Çакăн пек программа малалла пытăр. Ытти ялсене те çакăн пек çуртсем туса паччĕр».

 Максим Васильев фельдшер кунта кашни кун Вăрнартан çӳрет. Çамрăк «Ялти фельдшер» программăпа ĕçе кӳлĕннĕ. Çынсене сиплекен çĕнĕ сывату çурчĕпе кăмăллă пулнине пытармасть.

МАКСИМ ВАСИЛЬЕВ: «Пулать çĕнĕ оборудовани, кардиографсем, уйрăм пÿлĕмсем, çĕнĕ процедурный кабинет, çĕнĕ мебель».

Кирлĕ хатĕр-хĕтĕре çак кунсенче кӳрсе килме палăртаççĕ. Раштав уйăхĕн вĕçĕнче Кивĕ Шуртан ялĕнче пурăнакансем çĕнĕ сиплев çуртĕнче сывлăхне тĕрĕслеттерме пултараççĕ.