Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Чирлекенсем нумайланнипе

Шăнса пăсăлнипе чирлекенсен йышĕ ӳссе пырать. Тухтăрсем ачасен те час-час ӳт температури хăпарнине шута илеççĕ. Йăшнисем нумайланнипех сыватмăшсем канмалли кунсемсĕр ĕçлеççĕ. Ку уйăхра хулари ача-пăча клиника больници те чирлекенсене кашни кун йышăнма пуçларĕ.

Енчен те ачан ӳт температури 38 градусран пĕчĕкрех пулсан ăна педиатр патне сыватмăша илсе пымалла. Унта малтанласа çырăнмалла мар, тӳрех тухтăр патне кĕмелле. Ӳт температури 38 градусран пысăкрах пулсан вара 70-99-90 номерпе шăнкăравласа е патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă çырăнса тухтăра киле чĕнмелле. Ача-пăчана йышăнакан сыватмăшсем кашни кунах ĕçлеççĕ, шăматкунпа вырсарникун та вĕсен алăкĕсем уçă.