Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Меллĕ те хăвăрт

Пулăшу вăхăтра килĕ. Республикăна 12 çĕнĕ васкавлă пулăшу машини çитрĕ. Çĕнĕ техникăна илме сыватмăш ертӳçисем тата çак машинăпа çӳрекен водительсем Шупашкара, Республикăри катастрофа медицини тата васкавлă пулăшу центрĕ умне пуçтарăнчĕç. Ку транспорт хăвăртрах çӳрĕ, чирлисене вырăнтах кирлĕ пулăшу пама пултарĕ.

Çумăр çăвать е çил-тăман – васкавлă пулăшу машини яланах çула тухать. Водительсемпе фельдшерсен ĕçĕ кăткăс, кашни минучĕ шутра. Çавăнпа та малашне çĕнĕ йышши васкавлă пулăшу машинипе ĕçлеме тӳр килнишĕн хĕпĕртенине пĕлтереççĕ вĕсем. Техникăна Чăваш Ене çĕршыв Правительствин хушăвĕпе кӳрсе килнĕ.

ВИТАЛИЙ ЛУКИЯНОВ: «Машинăсем питĕ лайăх комплектацисемпе пыраççĕ. Вĕсем каяççĕ ытларах пирĕн районсене. Кустăрмисене лайăхисене илтĕмĕр. Салонĕ те водительпе медиксене пĕрле калаçма перегародкăсем ятарласа заказать тунă, федеральный программăпа çавăн пек турĕç».

Чи кирли – машинсем меллĕ те хăвăрт. Салонра пĕрремĕш пулăшу памалли пур хатĕр те пур. Çĕнĕ автомобильсем Етĕрнери, Канашри, Патăрьелĕнчи, Çĕрпӳри, Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар хулинчи васкавлă медицина пулăшăвĕн подстанцийĕсене çитĕç. Уявра ĕçре пысăк çитĕнӳ тунă хастарсене хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕç.



22 декабря 2022
15:57
Поделиться