Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Яла таврăнаççĕ

Сиплев çурчĕсене кадрсемпе тивĕçтересси «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Ку енпе çĕршывра икĕ программа ĕçлет — «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ». Вĕсемпе усă курса Патăрьел тăрăхĕнче ултă çамрăк специалист ĕçе вырнаçнă. Вĕсенчен пĕри Ишлĕ ялĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн ертӳçи Наталья Выросова. Мĕнпе илĕртнĕ-ха çамрăк специалиста ял пурнăçĕ? Хуравне пĕлме Юхма тăрăхне Алексей Зотиков коррреспондент çула тухрĕ.