Юсав хыççăн уçăлчĕ
Шупашкарта тĕп юсав хыççăн республикăри психиатри больницин хĕрарăмсемпе ача-пăча уйрăмĕ уçăлчĕ. Пандеми вăхăтĕнче тата юсав ирттернĕ чухне пациентсем диспансер уйрăмĕнче тата тĕп корпусра сипленнĕ. Сыватмăшри çĕнĕлĕхпе черетлĕ сюжетра паллаштарăпăр.
Республикăри психиатри больницин строительствине 1962-мĕш çулта вĕçленĕ. Çавăнпа та кунта тĕп юсава кĕрекен пур ĕçе те пурнăçланă. Çурт никĕсне çирĕплетнĕ, электричество, шыв тата ăшă тытăмĕсене улăштарнă. Больницăри хатĕрсем те паянхи пурнăç ыйтнипе килĕшсе тăраççĕ.
ИРИНА ПЕТРОВА: «Юлашки вăхăтра республикăра аутизма чирлекенсен шучĕ ӳссе пырать. Çавна пула пирĕн республикăра ачасене пулăшма ятарласа концепци йышăннă. Çав концепцине пурнăçлама эпир те хутшăнатпăр. Çавăнпа вĕсем валли ятарласа теттесем илнĕ. Çĕнĕ методика «Босс» аппарат туяннă тата интерактивлă доска. Çав япаласемпе эпир ачасемпе ĕçлетпĕр. Çавăн пекех пирĕн ачасене кунта физиолечени те паратпăр. Рефлексотерапия аппарачĕпе ĕçлетпĕр».
Ку республикăри психиатри больницин пĕртен пĕр ача-пăча уйрăмĕ. Кунта психика тĕлĕшĕнчен хавшак ачасен сывлăхне тĕрĕслеççĕ тата сиплеççĕ. Сыватмăшра ачасем пĕлӳ те пухаççĕ, икĕ вĕренӳ класĕ уçнă. Амăшĕпе ача пӳлĕмне йĕркелени те питĕ меллĕ. Больницăри иккĕмĕш хутра вара хĕрарăмсен уйрăмĕ вырнаçнă. Психика тĕлĕшĕнчен хавшанă, 15 çултан пуçласа аслисене ятарлă медицина пулăшăвĕ параççĕ. Юсав хыççăн палатăсен шучĕ те ӳснĕ. Инфекциллĕ чирпе аптракансене карантина хупма ятарлă пӳлĕмсем те пур. Ку хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнма пулăшать те.