Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Хушма тӳлев куçать

Патшалăх пулăшăвĕпе шур халатлă ĕçченсем те усă кураççĕ. Кăçалтан тата тепĕр тĕрев хушăнчĕ. Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн тухтăрсем ятарлă социаллă тӳлеве илееççĕ. Ку çăмăллăха медицина ĕçченĕсем кăçал пĕрремĕш хут нарăс уйăхĕнче тивĕçрĕç. Камсене тата мĕн чухлĕ хушса тӳлеççĕ? Çак ыйтăва Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура тишкерчĕç.

Тĕрев укçине уйăхсерен парса пырĕç. Медицина çурчĕсен ертӳçисемпе вĕсен çумĕсем ку пулăшупа уса кураймаççĕ. 4 пин çурăран пуçласа 18 пин çурă тенкĕ таран – медицина ĕçченĕн должноçне, категорине, мĕнле медпулушу панине, уйăхне миçе сехет вăй хунине тĕпе хурса ĕç укçи çумне тата çакăн чухлĕ хушса тӳлеççĕ. Шур халатлă ĕçченсем кăрлач уйăхĕшĕн паракан пулăшу нухратне нарăсăн 2-мĕшĕнче илнĕ. Ку çăмăллăхпа 7213 ĕçчен усă курнă. Пурĕ 61 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Муниципаллă округсенчи сыватмăшсенче, участокри больницăсенче вăй хуракан тухтăрсем, вăтам медицина пĕлĕвĕллĕ специалистсем, васкавлă пулăшу паракан шур халатлă ĕçченсем тата ыттисем те çак çăмăллăхлă пулаяççĕ. Пур сыватмăшра та тăрăшакан çак тĕреве илеймест. Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлав министерстви çирĕплетнĕ пĕрлешӳсенче тимлекенсем çеç енчĕке хулăмлатма пултараççĕ. Ятарлă списока Чăваш Республикинчен 33 учреждени кĕнĕ. Тӳлеве Раççей социаллă фончĕн обязательный медицина страхлавĕн федераллă фондĕнчен куçараççĕ. Кăçал çак енпе шур халатлă тухтăрсене хавхалантарма 738 миллион ытла тенкĕ яма палăртаççĕ.



27 февраля 2023
07:36
Поделиться
;