Паха сиплев пулмалла
«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Енре куçса çӳрекен фельдшерпа акушер пункчĕсем те ĕçлеççĕ. Çакă ял-хула çыннин сывлăхне ытларах та тĕпчеме май парать. Акă, иртнĕ çул республикăра 814 000 çын медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Малтанхи çулпа танлаштарсан ку 8 процент ытларах та. Çак тата ытти ыйтăва хускатрĕç Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министерствин анлă ларăвĕнче.
Иртнĕ çул республикăри сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантарма 27 миллиард тенкĕ уйăрнă. Наци проектне пурнăçламалла, кадрсемпе тивĕçтермелле, цифра çине куçармалла тата ытти те – нухрата çак енсемпе ытларах ĕçе янă. «Перекетлĕ поликлиника» вăй илсе пырать. Чăваш Енри сыватмăшсенчен 76 проценчĕ ку проектпа тимлет. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, ача-пăча поликлиникисенчен пурне те федераци стандарчĕпе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ. Медицина тытăмне цифровизацилесси вăй илсе пырать. Тухтăр патне электронлă майпа çырăнаççĕ, шур халатлисем çулсерен 20 пин ытла онлайн консультаци ирттереççĕ. Малтанхи пулăшу парассине республикăра вăйлатса пыраççĕ. Çулсерен сыватмăшсене çĕнетеççĕ. Кăçал 29 объекта хута яма тата 13 поликлиникăна тĕпрен юсама тĕллев лартнă. 42 çĕнĕ автомобиль, 231 кирлĕ оборудовани – пурлăх никĕсĕ пуянлансах пырать. Паллах, çитменлĕхсемсĕр те мар. Кадр ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Тăрăхсенче ĕçлеме 350 çын кирлĕ. Ку çитменлĕхе май килнĕ таран уçăмлатма тăрăшаççĕ. «Земство фельдшерĕ» тата «Земство тухтăрĕ» программăсемпе иртнĕ çул çеç 191-ĕн аякри ялсемпе хуласене ĕçе вырнаçнă.
10:53
Региональный проект Чувашской Республики «Обеспечение медицинских организаций системы здравоохранения Чувашской Республики квалифицированными кадрами»,
Модернизация первичного звена здравоохранения Российской Федерации (Чувашская Республика - Чувашия),
Национальные проекты «Здравоохранение» и «Демография»,
Поддержка медицинских специалистов в сельской местности: «Земский доктор», «Земский фельдшер»,
Кадровое обеспечение