Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Донор пурнăçа çăлать

Паян Раççейре наци донорĕн кунне паллă тăваççĕ. Çĕр çинчи кашни виççĕмĕш çынна донор пулăшăвĕ кирлĕ. Юн паракан пĕр çын вара виçĕ çыннăн пурнăçне çăлма пултарать. Сăваплă ĕç тăвас текенсем Республикӑри юн илекен станцие çитсе ырă ĕç турĕç. Унта «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти тата «Çамрăк гварди» пĕрлĕх хастарĕсем ырă кăмăллăх акцине йĕркеленĕ.

– Донор – сăваплă ĕç тăвакан çын. Паянхи кун асапланакан, тĕрлĕ нушаллă çынсене питĕ çыннăн юнĕ кирлĕ. Çавăнпа та паянхи кун эпĕ, Раççĕри донорсен кунĕнче, Шупашкарти юн илекен станцие килсе çитрĕм. Мĕнпур телекуракана çакăн пек акцие хутшăнса ырă ĕç тума ыйтас килет. Сирĕн юн çыннăн пурнăçне çăлма пулăшать.

Донор кунне юн илекен вырăнта паллă тавакансем хушшинче çамрăксем те, аслă ӳсемри çынсем те пур. Малашне вĕсен юнĕ теприн пурнăçне çăлма юрăхлă пулĕ. Тухтăрсем юн панă хыççăн çын организмĕ çамрăкланать тата хăйне хăй çĕнелет тесе шутлаççĕ.

АЛЕНА НИКАНДРОВА: «Донор пурнăçа çăлса хăварать. Юн илекен станцире ĕçленĕ май çакна çирĕплетме пултаратăп. Юн аварисенче суранланнисене, пушарсенче шар курса пиçнисене, операцием тунă чухне, онкологи чирĕсемпе чирлекен çынсене питĕ пулăшать. Пирĕнтен кашниех çакнашкал йывăр лару-тăрăва лекме пултарать. Паянхи уяв ячĕпе эпир донорсене саламлатпăр. Пирĕнтен тата чирлĕ çынсенчен юн паракан донорсене тав тăватпăр.

Ырă пуçарăва сывлăх сыхлав министерствинче тăрăшакансем те хастаррăн утшăнаççĕ. Шурă халатлисем вара çак сăваплă ĕçе хутшăнни – юна çĕнетнине, организмшăн усăллă пулнине палăртаççĕ. 450 миллилитр юн парса çын икĕ пурнăçа çăлать – хăйĕн тата ют çын пурнăçне. Кашни процедура – камăн-тăр çăлăннă пурнăçĕ. Хăш чухне пĕр çыннăн çеç те мар. Çакăн пек акцисенче чи пĕлтерĕшли – çамрăксем çулсерен йышланни.

ОКСАНА ВАРЛАШКИНА: «Единая Россия» парти кашни çулах юн паракансен кунне йеркелесе пырать. Пирĕн волонтерсем кашни çулах пуçтарăнаççĕ, юн параççĕ. Паян та эпĕ станцине юн пама килтĕм. Ман шутпа, юн вăл пурнăç, эпĕ петĕмĕшне çакăнта килсе юн пама йыхравлатăп.

Тĕпрен илсен, кирек кам та çак ыркăмăллăх акцие хутшăнма пултарать. Кунсеренех Республикӑри юн илекен станцие çитсе юн пама, ырă ĕç тума май пур. Лаборатори тĕпчевĕсем хыççăн терапевт тĕрĕслесен кăтартусен пĕтемлетĕвĕпе юн пама ирĕк параççĕ.



20 апреля 2023
14:14
Донорство крови
Поделиться