Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Çичĕ ачана çăлнă

«Инкек куçа курăнса килмест», – теççĕ халăхра. Çĕнĕ Шупашкарта нумай ачаллă çемье каçхине çывăрма выртнă. Ирхине тăват сехетсенче аслă хĕрĕ амăшне вăратнă. «Хама начар туятăп, хăсас килет», – тенĕ вăл. Амăшĕ хăвăртрах васкавлă пулăшу машинине чĕннĕ.

Амăшĕн аллинче пĕчĕк хĕр пĕрчи хăйне хӳтлĕхре туять. Çав вăхăтрах çывăх çыннине юратнине палăртать вăл. Амăшĕ те, унăн çичĕ ачи те халĕ хăйсене аван туяççĕ. Анчах та вăл тĕттĕм каç Татьяна Михайлова хăйĕншен мар, ачасемшĕн хытă хăранине калать.

ТАТЬЯНА МИХАЙЛОВА: «Ирхи виççĕ иртсен тăватă çитеспе иккĕмĕш этажра çывăракан ачасем асли шăнкăравларĕ. Викăна япăх тесе. Эп çӳле хăпартăм та. Ача хăсать. Ленăна анса тазик илсе хăпартăм. Урайне ан хăстăр тесе. Вăл анать та тăн çухатать».

Иккĕмĕш хутра шăршă вăйлă пулнине калать амăшĕ. Ачисене вăл пĕрремĕш хута антарать. Унта шăршă пулман. Çавăнпа амăшпе чи кĕçĕн хĕрĕ аялта çывăрнипе сахалтарах сиенленнĕ. Иккĕмĕш хутра амăшĕ чӳречисене уçса хурать. Шур халатлисене чĕнет.

ТАТЬЯНА МИХАЙЛОВА: «Васкавлă пулăшу сĕре хăвăрт килчĕ. Питĕ лайăх».

«Васкавлă пулăшу машинисем хăвăрт килнипе ачасем сывă юлчĕç. Тухтăрсем вĕсене çăлса хăварчĕç. Тавах вĕсене», – палăртать савăнăçлă амăшĕ. Васкавлă пулăшу машинисенче кирлĕ хатĕр-хĕтĕр нумай. Йывăр пулсан çынна пульница çитичченех пулăшма пуçлаççĕ медиксем. Гиппократа тупа тунисем хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçланипе ачасен сывлăхне халĕ нимĕнле хăрушлăх çук.

ТАТЬЯНА ИВАНОВА: «Пирĕн пата ачасем йывăр состоянипе килнĕ. Эпир вĕсене кислородпа сывлаттарнă. Вĕсен состояни паянхи куна лайăхланнă. Вăхăтра васкавлă пулăшу килнипе ачасене вăхăтра пулăшу панă. Çавăнпа та ачасен хăйсене паянлăха питĕ лайăх туяççĕ».

Сĕрĕм мĕншĕн тухнине газ службин ĕçченĕсем тупса палăртнă. Мăрьере кайăксем йăва çавăрнă пулнă. Ăна çунатлисенчен хупланă пулсан та вĕсем шăтарса кĕнĕ. Пĕр кайăкĕ тата темлĕ сăлтавпа пурнăçран уйрăлнă. Вăл мăрьерех выртнă. Халĕ нумай ачаллă çемьен ăшă тытăмне тĕпрен улăштармалла – кăмакине те, тĕтĕм тухмалли пăрăха та. 



28 апреля 2023
10:28
Поделиться