Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Шар курнă

Çуркунне çитсен çут тĕнче чĕрĕлет, чĕр чунсем вăранаççĕ. Вăл шутра шăван-çӳрен те. Улăхсемпе çарансене çулманнипе вĕсем ĕрчесех кайрĕç. Çĕлен -калта çынсене хăрушлăх кăтартать. Çуркунне пуçланнăранпа вĕсем икĕ ачана сăхнă.

Шăпăрлансене ача-пăчан республикăри клиника больницинче сиплеççĕ. Вĕсем халь хайсене аван туяççĕ. 14 çулхи Антона пăхăр çĕлен сăхнă. Кунта ачан айăпĕ те пур. Вăл шăвакан чуна кĕсье телефонĕ çине сăн ӳкерчĕк тăвасшăн пулнă. Аллине патнерех илсе пынă. Пăхăр çĕлен сăхнă. Тепĕр ача биологи урокĕ хыççăн шăван-çӳренпе кăсăкланса кайнă. Шкул картишĕнче çĕлен тупнă, тытса пăхнă. Паллах, ку та сăхнă. Кунта ирĕксĕрех Николай Шелепин «Çĕлен» сăвви аса килет. «Çĕлен ури пĕртте çук, Çĕлен çитмен çĕр те çук; Çакă çĕрĕн çийĕнче Çĕлен сăхман çын та çук». Йĕркесене çĕр çул каялла çырнă пулин те ку хайлав халĕ те пĕлтерĕшлĕ. Тухтăрсем шăван-çӳренпе асăрхануллă пулма ыйтаççĕ. Çуркунне çĕленсем тапăнма пултараççĕ. Çавăнпа вĕсем патне пыма юрамасть, алла та тытмалла мар. Çĕленсене хăратма та, хĕтĕртме те кирлĕ мар. Иртнĕ çул, сăмахран, тăхăр ачана çĕлен сăхнă. Çуркунне çитсен ачасем хăрушсăрлах пирки манаççĕ темшĕн. Те хĕвел хĕртни витĕм кӳрет, те урăх сăлтав. Элĕк тăрăхĕнчи Григорий Бондарев пĕр çурхи кун велосипедпа ярăнма тухнă. Тантăшĕсем умĕнче мухтанма шутланă. Руль тытмасăрах кайнă.

ГРИГОРИЙ БОНДАРЕВ: «Руль ятăм та ярăнма пуçларăм. Пĕчĕк ланкашка пулнă. Эпĕ темĕскер çакăн пек кĕрсе кайрăм та тӳрех ключица çине ӳкрĕм».

Арçын ача шăнăр тăсăлнă пуль тесе шутланă. Анчах та хул пуççи вăйлăрах ыратнă. Амăшĕ шур халатлисене чĕннĕ. Вĕсем йĕтес шăмми хуçăлнине палăртнă, Шупашкара кайма сĕннĕ.

ГРИГОРИЙ БОНДАРЕВ: «Халь аванах пурăнапăр, анчах çывăрнă чухне ман хытă ыратать. Халь укол тăваççĕ. Пурăнма юрать».

Сыхланакана Турă сыхлать теççĕ халăхра. Асăрхануллă пулнине нимĕн те çитмест. Хăрушсăрлăх яланах тĕп вырăнта пулмалла.