Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сăвăсран сыхланар

Çĕленсемпе пĕрле сăвăссем те чĕрĕлеççĕ. Çак пĕчĕк чĕрчунсем нумай çĕрте пур. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри вара этем сывлăхне самай хавшатма пултарать. Чи хăрушши – сăвăссем энцефалит чирĕ пуçарни. Паянхи кун тĕлне республикăра унпа аптранисене тупса палăртман. Ăшă пуçланнăранпа республикăра 65 çынна сăвăс çыртнă, вĕсенчен 17-шĕ – ачасем. Пĕлтĕр ку вăхăтра шур халатлă ĕçченсенчен 18 çын пулăшу ыйтнă. Шар куракансен йышĕ ӳснин сăлтавĕ – çуркунне час çитни.

Çурхи-çуллахи кунсенче эпир вăрмана кайма кăмăллатпăр. Анчах чылай чухне йывăç-тĕм ӳсекен çĕрте пĕчĕк çеç сăвăссем пуррине шута та илместпĕр. Вĕтĕ хурт-шăпшанкăн сиенĕ вара самай пысăк пулма пултарать. Сăвăссем çынсен е чĕрчун юнне ĕмсе пурăнаççĕ. Вăл ӳт-тире тăрăнчĕ пулсан – пăлханмасăр юн ĕçенрен хăвăртрах хăтăлма тăрăшмалла.

АЛЕВТИНА ФЕДОРОВА: «Пирĕн поликлиникăна 4 çын сăвăспа килнĕ. Вĕсем хушшинче тăваттăшне те исследованине янă. 4-шĕ те энцофалит палăртман. Çавăнпа та клещ курсан паникăна ӳкес çук. Тухтăр патне килмелле, хирург патне».

Ака уйăхĕн вĕçенче пĕр эрнере çеç Чăваш Енре сăвăс çыртнипе сыватмăшсене 28 çын, вĕсенчен 6-шĕ ачасем, пулăшу ыйтса пынă. Сăвăс энцефаличĕпе чирлекенсене республикăра хальлĕхе тупса палăртман. Пулăшу ыйтакансенчен 16-шĕ тĕп хулара пурăнаççĕ.

АЛЕВТИНА ФЕДОРОВА: «Клещсенчен сыхланас пулать. Вăрмана кайнă чухне, уçăлса çӳренĕ чухне яланах вăрăм кĕпеллĕ тумсем тăхăнас пулать. Киле килсен яланах тĕрĕслес пулать. Хăвăр уçăлса çӳренĕ, вăрмана кайнă япаласене çума хывас пулать. Клещне курсан утса çӳренине пĕчĕк баночкăна вырнаçтарас пулать. Хăвăрах шикелнетĕр пулсан центр эпидемиологине кайса парас пулать».

Çак пĕчĕк чĕрчунсем вăрманта кăна мар, килти пахчара та тапăнаççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри вара этем сывлăхне самай хавшатма пултарать. Сăвăсран шар курнисем нумайăн-и-ха? Унран мĕнле хăтăлмалла? Çакна пĕлме эпир Шупашкар урамĕнче ыйтăм ирттертĕмĕр. Шупашкарта çынсем йышлă пухăнакан вырăнсене ятарлă хутăш сапсах тăраççĕ. Ку ĕçе ирхине 3 сехетрен тăваттăччен йĕркелеççĕ. Хальлĕхе сăвăссенчен 40 гектар территорине сиенсĕрлетнĕ. Ку ĕç малалла та пырать.



03 мая 2023
09:16
Поделиться